Тĕрĕслевре тытманшăн

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 24.10.2018, 11:06 Просмотров: 361

Вăрнарти 2-мĕш шкулта наркотиклă япаласен саккунсăр çаврăнăшĕн сферинчи преступленисене асăрхаттарас енĕпе саккун ыйтнине туллин пăхăнман. Ку çитменлĕх прокуратура ирттернĕ тĕрĕслев вăхăтĕнче палăрнă.

Наркотиклă тата психотроплă япаласен прекурсорĕсен çаврăнăшĕпе çыхăннă операцисене ятарлă журналта регистрацилемелле. Журнала тытса пымалли Правилăсене РФ Правительствин 2010 çулхи июнĕн 9-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ.

Ку правилăсен 2-мĕш пункчĕпе килĕшÿллĕн, прекурсорсен çаврăнăшĕпе çыхăннă ĕçе пурнăçланă май вĕсен хисепĕ улшăнакан операцисене пурне те ятарлă журнала кĕртмелле.

Прокуратура тĕрĕслевĕ вăхăтĕнче палăртнă тăрăх, Вăрнарти 2-мĕш шкулта хими урокĕсенче кÿкĕрт тата тăвар кислотисемпе, ытти хими реактивĕсемпе усă курнă. Вĕсем прекурсорсен списокĕнче, вĕсен çаврăнăшĕ енĕпе Раççейре чарусем пур. Апла пулин те, шкулта ку веществосен çаврăнăшĕн асăрхавне кирлĕ пек тивĕçтермен. Кунта регистраци журналне уçнă, анчах наркотиклă тата психотроплă япаласен прекурсорĕсен çаврăнăшĕпе çыхăннă операцисен учечĕ пирки кăçал çырни çук.

Вăрнарти 2-мĕш шкул директорĕ ячĕпе район прокуратури представлени янă. Ăна пăхса тухнă хыççăн саккуна пăснă тĕслĕхе пĕтернĕ, должноçри пĕр çынна дисциплинарлă явап тыттарнă.

А. СОРОКИН,

Вăрнар район прокурорĕн помощникĕ.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика