Йывăçсăр ял илемсĕр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.10.2018, 11:07 Просмотров: 373

Хураçырма ялне, аякран пăхсан, вăрман теме пулать. Вăл пĕтĕмпех симĕспе витĕннĕ. Тăршшĕ çухрăм ытларах, варринче çырма иртет. Урамсене тавраллах йывăçсем илем кÿреççĕ. Ялта ĕлĕкрен кил-хуçалăх çавăрма тытăнсанах кашни çын хăй çурчĕ умне йăмрасем лартнă.

Эпĕ çамрăк чухне темиçе хăлаç хулăнăш ватă йăмрасем те ларатчĕç. Паян йăмра шучĕ 300–400-тен те иртет пулĕ, ытти йывăçсем 3–4 пинрен кая мар. Ашшĕсен, аслашшĕсен йăлине тăсса, халĕ те кил умне вуншар е çĕршер йывăç лартса ÿстерекенсем пур. Чи хастаррисен шутĕнче: Николай Асонов, Николай Кубасов, Петр Михайлов, Николай Аверкин, Алексей Павлов, Александр Илларионов, Петр Иванов. Акă, Иван Павлов кăçал 21 йăмра лартрĕ. Çавăн пекех Николай Карпов, Виталий Яковлев, Геннадий Семенов, Анатолий Иванов, Владимир Михайлов, Алексей Руссков, Иван Прокопьев, Виталий Степанов та маттур. Анчах тепĕр вăйпитти çамрăксемех хăйсен ятĕнчен пĕр-ик йывăç лартса ÿстерме ÿркенеççĕ. Каласан çилленме пăхаççĕ, «сана мĕн ĕç» теççĕ.

Эпĕ кил умĕнче-таврашĕнче 300-е яхăн йывăç ÿстеретĕп тата ытти вырăнта та пайтах. Йывăçсене юратман çынсенчен тĕлĕнетĕп. Çакă хамăршăн, экологишĕн питĕ кирлĕ-çке. Халĕ çĕнĕ урамсенче вуçех йывăç çук, кайăксене ларма та йывăç тупаймастăн. Урамсем çап-çара, çав тери килĕшÿсĕр. Йывăçсăр ялăн мĕн илемĕ пултăр ĕнтĕ.

Ан кахалланăр, тавралăха илем кÿрессишĕн пурин те тăрăшмалла.

Толя МУЧИ.

Хураçырма.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика