Камăн пухмалла?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.11.2018, 09:37 Просмотров: 325

Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа хытă йăла каяшĕсене пухмалли çĕнĕ йĕрке вăя кĕчĕ. Çакăншăн регион операторĕ, «МВК «Экоцентр» организаци, яваплă тесе хыпарларĕç. Çÿп-çапа вырăнтан илсе тухакан уйрăм предпринимателе те палăртнă тесе вуларăмăр район хаçатĕнче. Çĕнĕ йĕрке çине куçрăмăр-ха, анчах ĕçне пĕтĕмпех йĕркелесе çитернĕ-ши?

Тĕрлĕрен ыйтусем, халăхшăн чăрмавсем сиксе тухмĕç-ши? Йăла каяшĕсем вĕсем çÿп-çап кăна мар вĕт. Кивĕ сĕтел-пукана та, дивана та, телевизорĕпе япала çумалли машинăна та, ыттине те юрăхсăра тухсан кăларса ывăтма тивет. Тата юсав ĕçне пуçăнсан стройматериал юлашкийĕсене, касăкĕ-кĕсĕкĕсене те çÿп-çапа пухакан вырăнах йăтмалла. Вĕсене вара контейнера чышса кĕртеймĕн. Çапла калăпăшлă япаласем контейнерсем тавралла купаланса выртнине пĕрмаях курма пулать. Теприсем тата, ÿркенекенсем, каяш хутаçĕсене те кунтах лартса хăвараççĕ, вĕсене йытă-кушак тустарса салатни те пулать.

Апла халех ыйту сиксе тухать, камăн пухса тирпейлемелле ку тасамарлăха? Хайхи предпринимателĕн машини-тракторĕ килĕ, контейнера çĕклесе силлĕ те малалла вĕçтерĕ. Тавралла йăванса выртаканнине вара камăн пухмалла? Ăнланнă тăрăх, управляющи компанисен тивĕçĕсенчен çакă ÿлĕмрен тухать. Районта коммуналлă хуçалăхшăн яваплă должноçри çынсем ку ыйтăва хаçат урлă ăнлантарасса шанатпăр.

В.ПЕТРОВ.

Вăрнар.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика