Çĕнĕ председателе суйланă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.11.2018, 09:38 Просмотров: 371

Иртнĕ эрнере ветерансен Пĕтĕм Раççейри «Боевое братство» обществăлла организацийĕн Вăрнарти вырăнти уйрăмĕ конференцие пухăннă.

Мероприяти пĕтĕмлетÿллĕ, Олег Никитин председатель пурнăçланă ĕç-хĕле тишкерсе тухса каланă. Конференци ĕçне çавăн пекех Пĕтĕм Раççейри «Союз советских офицеров» обществăлла организацин вырăнти уйрăмĕн председателĕ Николай Васильев, пограничниксен «Пограничное братство» обществăлла организацийĕн вырăнти уйрăмĕн председателĕ Ильдар Бабаев, Германире службăра тăнă салтаксен обществăлла организацийĕн (ГСВГ) председателĕ Анатолий Васильев тата Çурçĕр Кавказра службăра тăнă салтаксен Пĕтĕм Раççейри обществăлла организацийĕн вырăнти уйрăмĕн председателĕ Андрей Николаев та хутшăннă.

Шел, пĕтĕмлетÿллĕ пухура «Боевое братство» пĕрлĕхе кĕрекен десант, тинĕс-çар, Афганистанра пулнисен пĕрлешĕвĕсен представителĕсем пулайман.

Туса ирттернĕ ĕçе хакланипе пĕрлех организацин вырăнти уйрăмĕ малашнехи тĕллевсене те палăртнă. Вĕсенчен пĕри, тĕп пĕлтерĕшли – ачасене патриотла воспитани парассипе хастартарах тимлесси. Çавна май вĕренекенсемпе слетсем, конкурссем тата ытти мероприятисем ирттерме йышăннă. Çавăн пекех организацин ĕçне лайăхлатассипе те чылай сĕнÿ, çĕнĕ шухăш пулнă.

Малашне вара ветерансен Пĕтĕм Раççейри «Боевое братство» обществăлла организацийĕн Вăрнарти вырăнти уйрăмне Юрий Никифоров ертсе пырĕ. Ăна çĕнĕ председателе суйланă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика