Ĕç вырăнĕсем уçăлнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.11.2018, 09:41 Просмотров: 520

Предприятисемпе организацисен экономика аталанăвĕнче инвестици ĕçĕ-хĕлĕ пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Экономика тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн информацийĕ тăрăх, районта чи калăпăшлă инвестици проекчĕсем «Август» фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕнче пурнăçа кĕреççĕ. Пĕтĕмĕшле хакĕ – 483,1 млн тенкĕ.

Кăçалхи тăхăр уйăхра 284,2 млн тенкĕлĕх инвестицисем хывнă (вăл шутра – 182-мĕш корпусăн пристройĕн, склад хуçалăхĕн объекчĕн, бассейнлă физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли комплексăн строительствисем).

Ял хуçалăхĕнчи инвестицисен калăпăшĕ 196,7 млн тенкĕпе танлашнă. Ку сферăра «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» акционерсен обществин ĕçĕ-хĕлĕ тĕслĕхлĕ – проектсем 175,6 млн тенкĕлĕх. «Мураты» тата «Янгорчино» хуçалăхсен кăтартăвĕсем вара – 4 тата 1,6 миллионшар тенкĕ, «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» тулли мар яваплă обществăн – 23,4 миллион тенкĕ.

Строительство сферине илес пулсан, поселокра А.Иванов урамĕнче нумай хваттерлĕ çурт çĕкленĕ, Советски урамĕнчи 40 хваттерлĕ çурт строительстви малалла пырать. Çапла «Вурнарская» МСО» общество усă курнă инвестицисен виçи 42,4 млн тенкĕпе танлашать.

Районта январь–сентябрь уйăхĕсенче çĕнĕ пилĕк лавкка алăкĕсем уçăлнă. Ваккăн суту-илÿ объекчĕсене 35,5 млн тенкĕ хывнă.

Инвестици проекчĕсем ĕçе кĕнĕ май район çыннисем валли 43 хушма ĕç вырăнĕ çĕнĕрен уçăлнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика