Икĕ хутчен улталаннă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.11.2018, 09:52 Просмотров: 319

Республикăри криминаллă хыпарсенче ултавлă ĕçсем пулманни сайра. Кашни кун тенĕ пекех çырăнаççĕ ун пек тĕслĕхсем. Шулĕксене ĕненсе шар куракансем хамăр районта та пур.

Шалти ĕçсен республикăри министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, акă, 31-ри арçын икĕ кунта икĕ хутчен улталаннă. Радиотехникăпа кăсăкланаканскер, пĕр паллă сайтра темиçе осциллограф туянма заказ панă-мĕн. Тавара кÿрсе килме хăйĕн паспорт даннăйĕсене те янă. Кĕçех сутуçă та банк карттин реквизичĕсене пĕлтернĕ. Çапла калаçса килĕшнĕ: приборсен хакĕн пĕр пайне тÿрех куçармалла, ыттине – тавара алла илсен. Анчах сутуçă тем туртăнма пуçланă: унăн пĕлĕшĕсем шулĕксем тĕлне пулни, таваршăн тÿлеменни пирки юптарнă. Çапла туянакана приборсен пĕтĕм хакне – 80 пин тенкĕ енне – харăсах сутуçăн счечĕ çине куçарма ÿкĕте кĕртнĕ.

Пăтăрмах çакăнпах вĕçленмен-ха. Тепĕр кунне хайхи арçыннăн кĕсье телефонĕ янăраса кайнă. «Компьютер валли заказ панă система блокĕсемшĕн хăçан тÿлетĕр;» – ыйтнă шăнкăравлаканĕ. Арçын тĕлĕннине пытарман – вăл ун пек япала туянма шутламан-çке. Кайран уçăмланнă: унăн уйрăм даннăйĕсемпе усă курса ултавçăсем заказ янă иккен. Полици сотрудникĕсем палăртнă тăрăх, шăнкăравлакансен телефон номерĕсем темиçе регионта регистрациленĕскерсем.

Тепĕр тĕслĕхре 44-ри хĕрарăм хăйĕн тимсĕрлĕхне пула ултав серепине лекнĕ. Унăн тăванĕн социаллă сетьри страницине «çĕмĕрнĕ» шулĕксем хĕрарăм патне виртуаллă çыру вĕçтернĕ. Укçа куçарма шантарса банк карттин номерне ыйтнă. Вăхăт иртсен каллех пĕлтерÿ килнĕ: ку картта ĕçлемест, урăххин реквизичĕсем кирлĕ, тенĕ. Тăванĕпе калаçатăп тесе шутланă хĕрарăм преступниксем вăлтса ыйтнă пĕтĕм информацие пĕлтернĕ. Шулĕксене çакă кирлĕ те – хĕрарăмăн счечĕ çинчен 4 пин тенкĕ йĕп пекех çухалнă.

Çакăн евĕр преступленисем республикăра чăнах та питĕ нумаййине палăртаççĕ полици ĕçченĕсем. Чăваш енре пурăнакансене тимлĕ-асăрхануллă пулма сĕнеççĕ. Банк карттисен номерĕсемпе кочĕсене вăрттăнлăхра тытмаллине çине-çинех аса илтереççĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика