Раççей шайĕнче – 3-мĕш

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.11.2018, 09:55 Просмотров: 436

Уяв кунĕсенче Ленинград облаçĕнчи Выборг хулинче 14–15 çулхи хĕрсем хушшинче ирĕклĕ кĕрешÿ енĕпе Раççей первенстви иртнĕ.

Сумлă турнирта Чăваш енĕн пĕрлештернĕ команди йышĕпе Вăрнар хĕрĕсем та виççĕн тупăшнă. Мăн Явăш хĕрĕ Катя Кошкина пĕрлехи çитĕнĕве «бронза» кÿнĕ. Вăрнарти Настя Максимова тата Санарпуçĕнчи Александра Волкова призерсен йышне лекеймен пулин те, харпăр хăй виçе категорийĕнче япăх мар кĕрешнĕ, 6-мĕш тата 8-мĕш вырăнсене йышăннă.

– Вăрнар спортсменкисене Раççей шайĕнче республика чысне хÿтĕлеме суйласа илни пирĕншĕн, тренерсемшĕн, пысăк савăнăç. Кĕрешÿçĕсемшĕн те усăллă – ăсталăха ÿстермелли чи лайăх мел, – терĕ Юрий Григорьевич Львов тренер.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика