Ятлă хĕре Смоленск савать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.11.2018, 09:55 Просмотров: 349

Чăваш ывăл-хĕрĕ çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче вăй хурать. Тăван тăрăхран аякра пурăнсан та ашшĕ-амăшĕ ятне ямасть, чăваш ятне çĕртмест.

Пултаруллă, хастар çамрăксенчен пĕри – Татьяна Печенникова (хĕр чухнехи хушамачĕ Порфирьева.– Авт.). Вăл Мачамăш ялĕнчен. Калининăри вăтам шкула 11 çул ăс пухма çÿренĕ хыççăн Санкт-Петербургри патшалăх политехника университечĕн экономикăпа менеджмент факультетне вĕренме кĕрет. 2010 çулта алла диплом илсен çĕршывăн тĕп хулинче ĕçлеме юлать. Пултаруллă чăваш пикине ревизор ĕçне шанса параççĕ.

Кашни çамрăках Турă пÿрни алăк умне килтĕр тесе ĕмĕтленет. Вăхăт нумаях та иртмест – Татьяна та хăйĕн пулас мăшăрĕпе тĕл пулать.

Паллашу саманчĕ питĕ кăсăклă.Татьяна ĕçтешĕпе чăвашла кăмăллăн калаçса тăнă. Çакна Мачамăш хĕрĕпе пĕр организацирех тăрăшакан Смоленск каччи Максим тăнласах итленĕ.

– Этем лайăххи калаçнинчен курăнать. Тăван чĕлхийĕ тата кăпăшка шур çăкăр евĕр çемçе, – тенĕ те Максим хăюлăх çитерсе Татьяна патне пырса сăмах хушнă. Вырăссен пăхаттирне аса илтерекен каччă хĕрĕн кăмăлне тÿрех кайнă. Тепĕр чухне хулана килсенех хăш-пĕр чăвашсем тăван чĕлхепе пуплемеççĕ. Максим вара вырăс сăмахĕсене чăвашла куçарма час-часах ыйтма пуçласан Таня хытах тĕлĕннĕ, яш качча тата ытларах килĕштерме пуçланă. Савакан чунсем кĕçех пĕр çемье çавăраççĕ. Мускав облаçĕнче тĕпленеççĕ.

Таня хальхи вăхăтра Мускаври банкра аслă менеджерта тăрăшать. Ĕçре вăр-вар, çепĕç чĕлхеллĕ пулнишĕн клиентсем ăна тав сăмахĕсем нумай калаççĕ. Мăшăрĕн Смоленскри йышлă тăванĕсем те чăваш хĕр-упраçне хытах юратаççĕ иккен. Кинĕ çуралнă ялне курма килсен: «Максимăн шăллĕ пулнă пулсан-и чăваш енченех хĕр илсе панă пулăттăмăр»,– тенĕ.

Таньăпа Максим Печенниковсем ĕçе канупа ылмаштарса пыма тăрăшаççĕ. Вĕсем Египетра, Таиландра, Крым çурутравĕнче пулнă. Тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕсене çитсе курсан та вăхăт тупса хаклă ашшĕ-амăшне, çывăх тăванĕ-пĕтенне килсе курма васкаççĕ, кил хуçалăхĕнче ĕçлесе пулăшаççĕ.

Елена Тикинева.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика