Пĕрлехи ĕçшĕн чунтан çунать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.11.2018, 09:55 Просмотров: 338

Çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн тытăмĕнче, пĕр ÿстерсе каламасăр, вăй-халпа чи маттур, ăс-тăнпа çирĕп те тÿсĕмлĕ сотрудниксем тимлеççĕ. Автоинспекторăн ĕçĕ, чăн та, пысăк чăтăмлăх ыйтать. Унăн ĕçĕ участковăйăн, оперативникăн е ытти подразделенисен сотрудникĕсеннипе танах яваплă. Кунсăр пуçне уйрăм хăрушлăхпа та, йывăрлăхпа та çыхăннă.

Полицин «Вурнарский» пайĕн ГИБДД уйрăмне пилĕк çул ытла Владимир Петров ăнăçлă ертсе пырать. Ушкăнра 10 сотрудник, пурте – хăйсен ĕçне аван пĕлекен специалистсем. Кашниех ĕç-хĕлĕн пĕр-пĕр енĕшĕн яваплă. Çапах та граждансемпе çул-йĕрпе патруль служби пуринчен çывăх тимлет. Вĕсем оперативлă-профилактика, тĕрĕслевпе асăрхав мероприятийĕсене хутшăнаççĕ. Саккунсене, çынсен прависене хÿтĕлесси яланах тĕп вырăнта. ГИБДД сотрудникĕсем умри тĕп тĕллевсенчен пĕри çул çинчи хăрушсăрлăха пуренлĕ тивĕçтересси теççĕ. Ăна пурнăçласа районта профилактика ĕçне çÿллĕ шайра йĕркеленĕ. Вăл шутра – вĕрентÿ учрежденийĕсенче те, тÿреммĕн çулсем çинче те, халăх хушшинче те.

ГИБДД сотрудникĕсем служба тивĕçне пахалăхлă пурнăçланинче ертÿçĕн пултарулăхĕ курăнать. Владимир Петров Патăрьел тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ. Професси тĕлĕшĕнчен хăй тĕрĕс суйлав тунине палăртать. Пурнăçне çул-йĕр хăрушсăрлăхĕпе çыхăнтарнăскер хавхаланупа, иксĕлми тăрăшулăхпа вăй хурать. Пысăк саспаллисемпе çырма тивĕçлĕ «Профессионал» темелле ун пирки. Службăри хаклă та пуян опытне пĕрчĕн-пĕрчĕн, çултан-çул пухнă вăл. Унăн ĕçĕ обществăшăн, çынсемшĕн пĕлтерĕшлĕ. Владимир Петров – çамрăк ĕçтешĕсемшĕн анлă пĕлÿллĕ, хисеплĕ вĕрентекен те. Службăри тĕслĕхĕпе полицин çамрăк ăрăвне профессире çитĕнÿсем тума, малалла ăнтăлма хистет. Пуян пĕлĕвне-хăнăхăвĕсене ĕçтешĕсемпе пайлама хирĕçлемест, пĕрлехи ĕçшĕн чунтан çунать.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика