Кашни çын хăйне хÿтлĕхре туйтăр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.11.2018, 09:58 Просмотров: 349

Паян – чун-кăмăлпа çирĕпписен, вăй-халпа тĕреклисен, пурнăçне çынсемшĕн тăрăшассине халалланă çынсен уявĕ. Çак кун салам сăмахĕсене саккун тата право йĕркин хуралĕнче тăракансем, граждансене киревсĕр ĕçсенчен хÿтĕлекенсем йышăнаççĕ. Вăл шутра – Раççей Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Вурнарский» пайĕн сотрудникĕсем те. Йĕрке хуралçисем паян професси уявне – Шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕсен кунне – паллă тăваççĕ.

Раççей полицийĕ – пирĕн обществăн уйрăлми пайĕ, пĕрлех йĕркеленнĕ, пĕрлех аталанса пырать. Унăн «тымарĕсем» тарăн, Шалти ĕçсен министерствин 300 çулхи историйĕнче сотрудниксен мухтавлă ĕçĕпе мăнаçланмалли самантсем чылай. Мирлĕ вăхăтра вĕсем обществăлла йĕркелĕхе тивĕçтереççĕ пулсан, хĕçпăшаллă хирĕçтăрусенче тата чрезвычайлă лару-тăрусенче, хăйсен пурнăçĕсене шеллемесĕр, патшалăхăн никама пăхăнманлăхне хÿтĕлеççĕ.

Паян «Вурнарский» пай ĕçченĕсен умри тĕллевсене кăткăс вăхăтра, лăпкă мар криминаллă лару-тăрура пурнăçлама тивет. Çакă пире преступноçе хирĕç кĕрешмелли витĕмлĕрех меслетсем шырама хистет, çав шутра паянхи çĕнĕ йышши технологисемпе усă курса та.

Çулталăк пуçланнăранпа кăна полици пайне евитленĕ 5 пин заявление, пĕлтерĕве тата ытти информацие пăхса тухнă. 185 пĕлтерÿпе уголовлă ĕç пуçарма йышăннă, административлă правăна пăснине 1316 тĕслĕх тупса палăртнă. Кăçал полицин участокри уполномоченнăйĕсен ĕç-хĕлне йĕркелесси пысăк тимлĕхре пулчĕ. Шăпах вĕсем – халăхпа чи çывăх хутшăнакансем: район çыннисен конституциллĕ прависемпе ирĕклĕхне хÿтĕлесе кунсеренех тĕрлĕрен ыйту татса параççĕ. Çула çитменнисен ĕçĕсемпе тимлекен инспекторсен асăрхавĕнче те чи пĕлтерĕшлĕ ыйтусем – çамрăксене киревсĕрлĕхсене явăçтарнине хирĕç тăрасси, вĕсене хирĕçле преступленисен профилактики. Çамрăксем хушшинче алкоголизма, наркотиклă хатĕрсене сарăлма, ачасене проституцие явăçма май паракан сăлтавсене палăртса хăрушлăха сирессипе, çула çитменнисем килсĕр-мĕнсĕр çапкаланса çÿренĕ тĕслĕхсене чакарассипе те анлă ĕç пурнăçланать.

ГИБДД подразделенийĕ çул-йĕр хăрушсăрлăхне тивĕçтерессине курăмлă вăй хывать. Инспекторсем çул-йĕр юхăмне хутшăнакан кашни çынна (пĕчĕк шăпăрлансенчен пуçласа аслисем таранах) инкеке лекессинчен хÿтĕленме, хăрушсăрлăх правилисене пăхăнма вĕрентессине мала кăлараççĕ. Техника майĕсем те кунран-кун çĕнĕрех те витĕмлĕрех. Вĕсем çулсем çинчи лару-тăрăва пахалăхлă тĕрĕслесе тăма кăна мар, пăтăрмахлă самантсенче те вăхăтра мерăсем йышăнма май параççĕ. Автоинспекторсене пулăшма – çĕнĕ йышши аппаратлă программа комплексĕсем, цифра технологийĕ никĕсĕнчи телекоммуникаци системисем. Районта пурăнакансем хăйсене кирек ăçта – килте, урамра е çул çинче – хÿтлĕхре туйни пирĕншĕн хаклă.

Пытармастпăр, «Вурнарский» пайăн ÿсĕмлĕхĕ ĕçлекенсен çирĕп ушкăнне йĕркеленинчен килет. Ку енĕпе юлашки çулсенче нумай ĕç туса ирттертĕмĕр, чăрмав кÿрекен чылай пулăма пăрахăçларăмăр. Халĕ полицейски ĕçне ăнланман, ăнсăртран лекнĕ çынсем службăна кĕреймĕç. Пултаруллă, хастар çамрăк специалистсем кăмăлпа пирĕн рете тăраççĕ. Йĕрке хуралçисен аслă ăрăвĕн мухтавлă ĕçне малалла тăсса паянхи сотрудниксем кăткăс тĕллевсене яваплă пурнăçлаççĕ. Вĕсен тивлечĕпе полици ят-сумĕ, граждансен шанăçĕ ÿсет.

Служба тивĕçĕ кашни сотрудника профессионал пулма, чăтăмлăхпа тÿркăмăллăха, çынсене хисепленине тĕп хаклăх вырăнне хума вĕрентет. Тăван çĕршыва юратни, тĕрĕслĕхшĕн çунни – вĕсемшĕн пуш сăмахсем мар. Пирĕн чылай юлташăн ячĕ министерство историне пысăк саспаллисемпе çырăннă. Çынсене çăлассишĕн, тăнăçлăхпа мирлĕ пурнăçшăн хăйсен пурнăçĕсене панисем яланах асра.

Тĕрĕссипе каласан, «Вурнарский» пайĕн ĕçĕ-хĕлĕн пĕр тĕп тĕллев – граждансен конституциллĕ прависемпе ирĕклĕхне тивĕçтересси. Паян пирĕн ĕç пуриншĕн те уçă. «Полицейски» профессийĕн ят-сумĕ ÿссе пырать: Раççей Шалти ĕçсен министерствин аслă шкулĕсене çултан-çул конкурссем пысăк. Шалти ĕçсен органĕсенчи милици-полици династийĕсем ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Вĕсен йышĕнче яланах чи маттур профессионалсем.

Кăçал Раççейре футбол вăййипе тĕнче чемпионачĕ пĕр кăлтăксăр, çÿллĕ шайра иртнинче пирĕн ĕçтешсен, вăрнарсен, тÿпи те пур. Май–июль уйăхĕсенче Тутарстан Республикинче служба командировкинче пулчĕç вĕсем. Чемпионатăн Хусанта пулнă вăййисене хатĕрленсе ирттернĕ вăхăтра служба тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн, обществăлла йĕркелĕхе сыхлассипе профессионализм тата пуçарулăх кăтартнăшăн инспектора – делопроизводство тата режим ушкăнĕн ертÿçине Н.Михневана, Элĕк районĕнчи полицин участокри уполномоченнăйĕсен уйрăмĕн пуçлăхне Д.Шакарова Шалти ĕçсен Тутарстан Республикинчи министрĕ Хисеп грамотипе чысланă.

Паян та, уяв кунĕнче, ĕçтешĕмĕрсенчен нумайăшĕ граждансен канлĕхĕпе хăрушсăрлăхĕн хуралĕнче. Вĕсемшĕн çынсен тав сăмахĕсем чи хаклă парне пулĕç, кулленхи çăмăл мар службăра хавхалантарса тăрĕç.

Муниципалитетсем хушшинчи «Вурнарский» пайăн мĕнпур сотрудникне, шалти ĕçсен органĕсен тата шалти çарсен ветеранĕсене професси уявĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп. Çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, ăнăçу сунатăп.

Лилия ЗАБИРОВА,

Раççей ШĔМ-ĕн муниципалитетсем

хушшинчи «Вурнарский» пайĕн пуçлăхĕн помощникĕ шалти служба

подполковникĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика