Вăрнарсем малта

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.11.2018, 09:59 Просмотров: 419

Иртнĕ эрнекун «Шупашкар-Арена» пăр керменĕнче ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен кунне чаплăн уявланă.

Пĕлтерĕшлĕ мероприятие Вăрнар районĕн пуçлăхĕ Геннадий Спиридонов, Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев ертсе пыракан делегаци те хутшăннă.

Уява килнисене Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Леонид Черкесовпа Николай Малов, ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Альбина Егорова саламланă, ĕç хастарĕсемпе пысăк ÿсĕм-çитĕнÿ тунăшăн мăнаçланнине каланă.

Уявра ял хуçалăхĕнчи экономика ăмăртăвĕн çĕнтерÿçисене чысланă.

54 пин ытла гектар ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр лаптăкĕсемпе усă куракан муниципаллă районсем хушшинче Вăрнар ен пĕрремĕш вырăна тухнă, 85 пин тенкĕ премие тивĕçнĕ.

«Мураты» кооператив республикăра малтисен ретĕнче. Ÿсен-тăран отраслĕнче ял хуçалăх производствине тухăçлă тытса пынăшăн пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ, 62,5 пин тенкĕлĕх гранта тивĕçнĕ.

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче ял хуçалăх производствине тухăçлă йĕркелес ĕçре Вăрнарти аш-какай комбиначĕ палăрнă, виççĕмĕш вырăна тухнă, 25 пин тенкĕлĕх гранта тивĕçнĕ.

Çак кунах Правительство çуртĕнче ĕç хастарĕсене сумлă наградăсемпе чысланă.

Ял хуçалăх наукин аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн тата нумай çул тухăçлă ĕçленĕшĕн пирĕн ентеше – Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн профессорне Николай Кириллова «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденпа, агропромышленность комплексĕнче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа тимленĕшĕн Карл Маркс ячĕллĕ кооператив ертÿçине Валерий Шумилова РФ Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе наградăланă.

Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăхăн председателĕ кăна мар, ĕçченĕсем те маттур. Акă Сергей Кириллов нумай çул тÿрĕ кăмăлпа тăрăшнăшăн «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика