Иммунитетăн çывăх тусĕсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.11.2018, 08:51 Просмотров: 288

Çанталăк сивĕтнĕ май, шăнса пăсăлнипе чирлесси ÿсет, çавăнпа та паян иммунитета çирĕплетесси пирки калаçни питĕ вырăнлă.

Иммунитет – организма шалти хăрушлăхсенчен: бактерисенчен, вируссенчен, паразитсенчен, токсинсенчен хÿтĕлет. Çавăн пекех – тулашри сăлтавсенчен: рак клеткисенчен, холестерин пухăннинчен, ирĕклĕ радикалсенчен тата ытти те.

Шел те, хамăрăн иммунитет валли эпир хамăр «шăтăк» алтатпăр. Таса мар сывлăш, шыв, инсектицидсемпе гербицидсем, радионуклидсем пур апат-çимĕç, электромагнитлă пайăркасем иммун тытăмне хавшатаççĕ. Анчах та сывлăх сыхлавĕн пĕтĕм тĕнчери организацийĕн тĕпчевĕпе вĕсен организма кÿрекен витĕмĕ 10–12 процентпа çеç танлашать. Витĕмĕн 50 ытла проценчĕ – этем мĕнлерех пурнăç йĕркине тытса пынинче. Кунта тĕрĕс мар апатлану та, тухтăр сĕнмен эмелсене çини те, сиенлĕ йăласем те кĕреççĕ. Эппин, чирсемпе больницăра мар, килте кĕрешме тытăнмалла.

Иммунитета ÿстерекен тĕп факторсенчен пĕри – тĕрĕс апатлану. Пĕр пек çимĕç, çирĕп диета, ытларах çини вара япăх витĕм кÿрет.

Иммунитетăн чи «çывăх тусĕ» – таса шыв. Ăна кирлĕ чухлĕ тăтăш ĕçни – организмăн энерги тытăмне шайлаштаракан чи хăватлă фактор.

Иккĕмĕш вырăнта – йÿçек сĕт продукчĕсем. Кунне бифидобактерисемпе пуян 150 г кефир е йогурт ĕçни шăнса пăсăлассине, вар-хырăм, ÿт чирĕсемпе чирлессине чакарать.

Тепĕр лайăх мел – ыхра. Вăл иммунитета ÿстерекен чи вăйлă продукт: чылай вирусăн вăйне чакарать, рака асăрхаттарать, туберкулеза, дифтерие, тифа тата хырăмлăх паразичĕсене пуçаракансене пĕтерет.

Списокра малалла – пахчаçимĕç, улма-çырла, тинĕс пулли, аш, çăмарта, пăрçа йышши продуктсем, мăйăр, хĕвелçаврăнăш. Пыл çинчен ан манăр, вăл та иммунитетшăн усăллă.

Çапла, апат-çимĕç «çÿп-çапĕсĕр» – фастфудсемсĕр, консервăсемсĕр, красительсем, шăрша вăйлатакан, консервантсем тата ыттине те хушнă продуктсемсĕр пуçне пур продукт та иммунитетшăн лайăх.

Апат-çимĕçсĕр пуçне урăх мелпе те иммунитета ÿстерме пулать. Чи малтанах, ÿт-пÿ упражненийĕсемпе: гимнастика, чупни, ишни, çуран утни тата ытти те усăллă. Анчах та организма ытлашши йывăрлăх кÿни иммунитетшăн сиенлĕ пулнине манмалла мар. Виçи кирлĕ. /т-пĕве пиçĕхтерни усăллă. Шыва кĕни, контрастлă душра çăвăнни аван.

Паллах, сиенлĕ йăласенчен хăтăлмалла. Чĕлĕм туртни, алкоголь ытлашши ĕçни, виçерен ытлашши çини, диетăсенче тăтăш ларни – иммунитетшăн питĕ япăх. Эппин, çак витĕмсенчен хăтăласси кашнин хăйĕн аллинче.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика