Чума хăратать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.11.2018, 08:54 Просмотров: 398

Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари служби пĕлтернĕ тăрăх, чÿк уйăхĕн 6-мĕшĕ тĕлне Раççей Федерацийĕнче сыснасен африка чумин 18 «вучахĕ» карантин режимĕнче тăрать. Чÿк уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чулхула облаçĕнче сунарçăсемпе пулă тытакансен Богородск районĕн обществи вырăнта вилнĕ хир сыснин патологи материалĕнче африка чумин ДНК вирусне тупса палăртнă.

Килти сыснасен – 7, хир сыснисен 11 «вучахĕ». Ытларах Орел, Мускав, Ленинград, Владимир, Новгород облаçĕсенче, Краснодарпа Ставрополь крайĕсенче чирлеççĕ.

Вăрнарти аш-какай комбиначĕ тата «Луч» хуçалăх вăтам хÿтлĕх шайлă хуçалăхсен шутне кĕреççĕ. Районти уйрăм хуçалăхсенче чÿк уйăхĕн 1-мĕш тĕлне 517 сысна усраççĕ.

Африка чумипе пур ÿсĕмри сыснасем тата хир сыснисем чирлеççĕ. Вăл хăвăрт сарăлакан чир, чирлесен пур сысна вилет. Сыснасен ÿт температури 40,5 – 41 градус ÿссе каять, апат çимеççĕ, вар-хырăм пăсăлать, сыснасен ÿчĕ çинче хĕрлĕ пăнчăсем тухаççĕ.

Чирпе кĕрешекен вакцина шухăшласа кăларман-ха. Вируссенчен сыхланас тесен йышăннă мерăсене туллин пурнăçламалла:

– пĕтĕм фермăна, килти хуçалăхсене «хупă» режим йĕрки çине куçармалла,

– сыснасене апат юлашкине çитерме юрамасть,

– ветеринари справки пулсан çеç сысна çури илме юрать,

– сыснасене ятарлă пусса тирпейлекен вырăнсенче пусмалла,

– сыснасене яланах пăхса тăмалла, чирĕн пĕрремĕш паллисене сиссен выльăх тухтăрне пĕлтермелле,

– сыснасем усракан витесене дезинфекци туса тăмалла,

– витесенче шăшисем евĕрлĕ чĕрчунсемпе, юн ĕмекен хурт-кăпшанкăсемпе кĕрешмелле,

– тислĕке ятарлă вырăнта пуçтарса упрамалла,

- транспорта çумалли тата дезинфекци тумалли йĕркене пăхăнмалла,

- выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсен гигиена, санитари хатĕрĕсем, ĕç тумĕ пулмалла,

- тискер чĕрчунсене тăрантаракан тата пусса тирпейлекен вырăнсене дезинфекци туса тăмалла.

Паянхи куна Вăрнарти ветеринари станцийĕ сыснасен 39, хир сыснисен 12 пробине лабораторине янă. Вĕсенче чума вирусне тупман.

Тискер чĕрчунсем вилнĕ мĕнпур тĕслĕх пирки ветеринари станцине пĕлтерме, вилнĕ е сунар вăхăтĕнче тытнă хир сыснисен патологи материалĕсене сыснасен африка чумин вирусĕ çине тĕрĕслеме ыйтаççĕ.

Вăрнарти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцинче «вĕри лини» ĕçлет: 2-50-48, 2-56-57 номерсемпе шăнкăравлама пулать.

Е.ВАСИЛЬЕВА,

районти чĕрчунсен чирĕсемпе кĕрешекен станци пуçлăхĕн çумĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика