Информаци хăрушсăрлăхĕ енĕпе специалистсене хатĕрлеççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.11.2018, 10:43 Просмотров: 384

Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенчен вĕренсе тухакансем умĕнче малашлăха çул уçă. Чуна килекен ĕçпе тимлеме професси суйлавĕ анлă.

Анчах кирек мĕнле вăхăтра та чи хисеплĕ те мухтавлă профессисенчен пĕри – Çĕршыв хÿтĕлевçи. Хальхи вăхăтра та çамрăксенчен чылайăшĕ çар çынни пулма ĕмĕтленет, офицер профессине суйласа илет.

Паянхи компьютер технологийĕсен ĕмĕрĕнче информацие хÿтĕлессипе çыхăннă специальноçпе тимлекенсем питĕ кирлĕ. Краснодарти С.М.Штеменко генерал ячĕпе хисепленекен аслă çар училищинче, акă, «Автоматизациленĕ системăсен информаци хăрушсăрлăхĕ» специальноçпе çар специалисчĕсене хатĕрлеççĕ. Кунта вăтам профессиллĕ тата аслă пĕлÿ илме май пур.

Аслă пĕлÿллĕ специалист пулма 5 çул вĕренмелле. Выпускник училищĕрен патшалăх дипломĕпе тата «лейтенант» çар званийĕпе тухать. Курсантсен шутне кĕме тивĕçлисене вырăс чĕлхи, математика (профильлĕ), физика тата информатика предмечĕсемпе ЕГЭ кăтартăвĕсене кура палăртаççĕ.

Вăтам професси пĕлĕвĕ илме 2 çул та 10 уйăх вĕренмелле. ЕГЭ результачĕсене шута илмеççĕ, вăтам пĕтĕмĕшле пĕлÿ аттестачĕн вăтам балне пăхаççĕ. Выпускниксене «прапорщик» çар званийĕ параççĕ.

Çар училищинчи курсантсем пĕтĕмпех патшалăх тивĕçтерĕвĕнче, вĕренÿ тÿлевсĕр, пурăнмалли вырăнпа, апат-çимĕçпе, тумтирпе, ыттипе тивĕçтереççĕ. Тин çеç вĕренме килнĕ курсантсене казарма евĕр общежитисене вырнаçтараççĕ, ытти курссенче – пÿлĕмлĕ (2-3-шер çын) общежитисене. Курсантсен апатланăвне столовăйĕнче «швед сĕтелĕ» майĕпе йĕркеленĕ. Укçа тивĕçтерĕвĕ пĕрремĕш курсра – 2000 тенкĕ, иккĕмĕшĕнчен – 13000 тенкĕ. Укçа-тенкĕне курсанта çар званине, миçе çул ĕçленине, вĕренÿре мĕнле ĕлкĕрнине, наука тата спорт çитĕнĕвĕсене кура шутласа параççĕ. Аслă курссенче патшалăх вăрттăнлăхĕ шутланакан сведенисемпе ĕçленĕшĕн хушма тÿлевсем пур.

Çар училищине вĕренме кĕрес кăмăллă çамрăксене Йĕпреç тата Вăрнар çар комиссариатĕнче кĕтетпĕр. Ыйтса пĕлмелли телефон, 8(83538) 2-12-74.

М.ЕРИЛЕЕВА,

Йĕпреç тата Вăрнар районĕсен çар комиссариачĕн пай пуçлăхĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика