Римра та – 1-мĕш!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.11.2018, 10:43 Просмотров: 360

Çĕн Кипек каччи Никита Александров кикбоксинг енĕпе юлашки çулсенче пысăк çитĕнÿсем турĕ. Хальхинче вăл тĕнче чемпионĕ ятне илнипе савăнтарчĕ.

Кикбоксинг енĕпе тĕнче чемпионачĕ Римра иртнĕ. Унта 37 çĕршыври 1000 ытла спортсмен хутшăннă. Никита Александров Чăваш енри çичĕ чи вăйлă кикбоксер йышĕпе Раççей чысне хÿтĕленĕ.

Чăвашсен «енчĕкĕнче» пĕтĕмпе ултă «ылтăн». Никита Александров чи çÿллĕ наградăна фулл-контактра тивĕçнĕ.

Никита спортăн ку тĕсри пуçламăш утăмсене Геннадий Егоров тренер патĕнче тунă. Халĕ Шупашкарти машиностроительнăй техникумра вĕренет пулин те тренировкăсенче ăсталăха туптама вăхăт тупать.

– Рима, тĕнче чемпионатне, кайма тивĕç пулнăшăн тренера, атте-аннене тав тăватăп, – терĕ Никита телефонпа.

Çакна та каламалла, сумлă турнирта çĕнтерÿçĕсене ылтăн медальсемсĕр пуçне тĕнче чемпионачĕн пиçиххийĕсемпе те чысланă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика