Тĕп ыйтура – хваттерпе тивĕçтересси

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.11.2018, 13:18 Просмотров: 323

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертÿçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăра тăлăх ачасене тата нумай ачаллă çемьесене хваттерсемпе тивĕçтерес ыйтăва пăхса тухнă.

Чăваш Республикин строительство министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Максимов хăйĕн докладĕнче кăçалхи çул юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă 2032 ача хваттер илме черетре тăнине хыпарланă. Раççей Федерацийĕн Вĕрентÿпе наука министерствипе тунă килĕшĕве тĕпе хурса, 2018 çулта Чăваш Республикинче пурăнакан тăлăхсене хваттерсем илме федераци бюджетĕнчен субсиди пама 53,5 млн тенкĕ пăхса хăварнă. Унпа килĕшÿллĕн пурĕ 55 тăлăха çурт-йĕрпе тивĕçтермелле. Республика бюджечĕ те вĕсене валли хушма укçа уйăрать, 3,4 млн тенкĕрен кая мар. Чăваш енĕн республика бюджетне юлашки тÿрлетÿ кĕртнĕ хыççăн виçе кăçала валли 93,2 млн тенке çитнĕ.

Мĕнпур çăлкуçсенчен 2018 çулта тăлăх ачасене çурт-йĕрсемпе тивĕçтерме 146,6 млн тенкĕ пăхса хăварнă. Вăл пулăшупа 150 тăлăх ачана хваттер парса пулăшма май пулать.

Паянхи кун тĕлне уйăрнă укçаран республика 49,8 млн тенкипе усă курнă. Çурт-йĕр туянма е строительство ĕçне пуçлама паянхи кунччен те муниципалитет контракчĕсене йĕркелесе çитерменнисем пур-ха, 28 ачан шăпине хальлĕхе татман. Ку енĕпе Шупашкар хула администрацийĕ сÿрĕк ĕçлени паллă.

Нумай ачаллă çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтерес ыйтупа регионта тĕллевлĕн ĕçлеççĕ. 2018 çулта республика хыснинчен 65 млн тенкĕ уйăрнă. Çак укçапа пĕтĕмпе 26 çемье хăйсен хваттер ыйтăвĕсене татса пама пултарать.  

Чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне палăртнă кăтартуран 25,9 млн тенкипе усă курнă, вăл 42 процент шутланать. 11 çемье валли çуртсен строительствине вĕçленĕ, объектсем республикăри 8 муниципалитетра вырнаçнă.    

Паянхи кунччен те Вăрнар районĕпе Шупашкар районĕнче нумай ачаллă çемьесене хваттерсемпе тивĕçтерме муниципалитет контракчĕсене алă пусса çирĕплетмен. Çавна пула муниципалитета уйăрнă укçа-тенкĕне ытти районсене уйăрса панă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика