Çĕнĕ çемьере тупнă атте-анне ăшши

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 24.11.2018, 10:04 Просмотров: 404

 «Эпĕ автан сассипе вăранса кайрăм. Хĕвел шевлисем ман пÿлĕмри сĕтел çинче выляççĕ. Кайăксем юрланипе тата кÿршĕсен ĕнисем муклатнипе урам вăранса пырать пулин те, пирĕн пÿртре шăп. Асанне çулталăк чирлет, вырăнпах выртать. Çак вăхăтра эпĕ яланах ун çумĕнче, ăна пăхатăп.

Хырăм выççипе пакăртатма тытăнчĕ. Чирлĕ асанне çине пăхрăм та ирхи апат хатĕрлемеллине шутларăм... Хам ăсталанă вăлтана илсе пĕве хĕррине чупрăм... Кĕçех витре те тулчĕ, савăнса килелле утрăм. Пирĕн умра васкавлă пулăшу машини тăрать. Асаннене больницăна илсе кайрĕç. Унсăр иртнĕ икĕ эрне маншăн çав тери йывăр пулчĕ. Çак вăхăтра анне ман пата пĕрре те килсе курмарĕ. Пĕччен мĕнле пурăннипе кăсăкланмарĕ те...

Май уйăхĕн 16-мĕшĕ... Çак кун пĕтĕм урам çĕмĕрт шăршипе тулнăччĕ. Ку илеме манăн асаннепе пайлас килчĕ. Пахчана тухса çĕмĕрт çеçкисенчен çыхă хатĕрлерĕм. Анчах ун патне çитеймерĕм. Кÿршĕ хĕрарăмĕ асанне вилнине пĕлтерчĕ...»

Павлик çывăх çыннине çухатнă чухне тăххăрта пулнă. Масар çинче вăл асламăшĕ тăтăшах каланă «лайăх ача пул» текен сăмахсене ĕмĕр асра тытма шантарнă.

Пĕчченлĕхре вăрахлăха хăварман ăна. Арçын ачана йышăну çемйине хÿтлĕхе панă. Анчах та виçĕ çул хушшинче те хăнăхса çитеймен вăл çĕнĕ çемьене.

Павлика ача çуртне ăсатнă. «Кунта тÿрех япăх йышпа туслашрăм. Çакна эпĕ кайран тин ăнланса илтĕм. Ун чухне хама элитăсен йышĕнчи пек кураттăм. Япăх йăлапа та туслашрăм – чĕлĕм туртма пуçларăм. Çак самантра хама чăнкă тата аслă çын пек туяттăм», – аса илĕвĕ чуна пырса тивет.

Телейне кура шăпи теççĕ. 2014 çулта Мăн Элменти Мураковсем ачана хÿтлĕхе илес тĕллевпе Шупашкарти тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачасен центрне кайнă. Елена Васильевнапа Владимир Федорович хăйсен çемйине хĕрачапа йышлăлатас тенĕ. Воспитательсем çуллахи вăхăтра та пулин Павлика йышăнма сĕннĕ, унра лайăх ачан енĕсем туллиех, анчах япăх ушкăн çаксене йăлтах путарма пултарассине пĕлтернĕ.

Арçын ачана чи малтанах мĕн тĕлĕнтернĕ-ха; Пысăк çемьери туслăхпа юрату, виçĕ ачипе ашшĕ-амăшĕ хушшинчи ăшă хутшăнусем. Çак хÿтлĕхе çуратнă çыннисенчен нихăçан та туйманскер, çĕнĕ çемье хăйне çав тери çывăх пулнине туйса илнĕ Павлик. Паллашма ĕлкĕрнĕ кăна, ача-пăча центрĕнчен ăна Мускава экскурсине илсе кайнă.

Ачана çемьене илесси пирки татăклăн шутлама Мураковсене вăхăт нумай кирлĕ пулман. Çавăнпа та икĕ кунтан экскурсирен таврăнакан ачана Шупашкар вокзалне кайсах кĕтсе илнĕ вĕсем.

Тепĕр чухне пурнăçăн хăшпĕр саманчĕсем тĕлĕнмелле килсе тухаççĕ. Çÿлти Турă пĕтĕмпех шайлаштарать тесе ахальтен каламан пулĕ. Павлик çак кун тинех атте-анне ăшшине туйма пуçланипе савăнса пынă вăхăтра икĕ сыпăкри аппăшĕ тăван амăшĕ вилнине шăнкăравласа пĕлтернĕ. Ун ачашлăхне, çепĕçлĕхне нихăçан та туйман, амăшĕ ун пурнăç аталанăвне нимĕнле тÿпе хывман пулин те, арçын ачан чĕрине çывăх çыннипе çыхăнтарнă пĕртен-пĕр çинçе çип те татăлни кулянтарнă.

Мураковсем ачана йывăр хуйха чăтса ирттерме пулăшнă. «Тахçан эпĕ велосипед, телефон, компьютер пирки ĕмĕтленеттĕм. Халĕ ман вĕсем веçех пур...» – çырать вăл сочиненире хăйĕн пурнăçланнă ĕмĕчĕсем пирки.

Ачалăхри тепĕр çутă ĕмĕчĕ те пурнăçа кĕрес шанăç пур. Тăххăрта чухне, асламăшĕпе хăйне тăрантарма пулă тытнă вăхăтра, шухăшра, пуласлăхра хăйне пысăк класлă повар-кондитер вырăнĕнче курнă вăл. Халĕ, акă, Павел Шупашкарти апатлану технологийĕпе коопераци техникумĕнче вĕренет...

Мураковсем тăватă çул каялла тепĕр тăлăха та, Кристинăна, хăйсен çунатти айне илнĕ. Вăл Ярмушкари шкула çÿрет.

Ырă çынсен чĕри пысăк. Елена Васильевнапа Владимир Федорович хăйсем виçĕ ачана кун çути панă. Мария шкула ылтăн медальпе пĕтернĕ хыççăн Халăх хуçалăхĕпе патшалăх службин Раççей академийĕн Шупашкарти филиалĕнче пĕлÿ пухать. Александр Раççей Çарĕнче службăра тăрать. Екатерина вырăнти шкулта вĕренет.

Мураковсен çемйин туслăхĕпе пĕрлĕхне районта иртекен чылай мероприятире курма тÿр килнĕ. Ашшĕ-амăшĕ ачисене хăйсен ырă тĕслĕхĕпе çитĕнтереççĕ. Елена Васильевна Мăн Элменти ял клубĕн заведующийĕнче пĕтĕм чунне парса ĕçлет. Хăй те хастар, ун тавралла та çавăн пекех хастар çынсем пухăннă. Ял çыннисене культура вучахне илĕртме мĕн тĕрлĕ мероприяти йĕркелемест пулĕ вăл. Владимир Федорович хресчен-фермер хуçалăхне ертсе пырать.

Ĕçченлĕх, туслăх, пĕрлĕх пуç пулса тăрать те ку çемьере. Ашшĕ-амăшĕ ывăл-хĕрне пĕтĕçтерме пĕлни паха. Пĕтĕм ĕçе, пĕтĕм мероприятие пĕрле хутшăнаççĕ вĕсем. Сывă пурнăç йĕркипе туслă – Мураковсене бассейнра, катокра тăтăшах курма пулать, спорт мероприятийĕсенче хастар.

Чи пĕлтерĕшли, паллах, Мураковсем пачах ют ачасемшĕн чи çывăх çынсем пулса тăни. Çакнашкал çемьесем пуррипе пурнăç нушине пĕчĕклех туйма пÿрнĕ тăлăхсем атте-анне ăшшине тупаççĕ те...

Светлана ЧИКМЯКОВА. 

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика