Чĕлхе – халăхăн тавракурăмĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 24.11.2018, 10:04 Просмотров: 660

Петĕр Хусанкай сăмахĕсемпе «Эпир пулнă, пур, пулатпăр», теес килет. Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх, эпир, чăвашсем, çĕр çинче 1 миллион та 600 пин ытла çын.

Тăван чĕлхемĕр те пирĕн илемлĕ, çепĕç. Ăна хисеплес, çамрăк ăрăва чĕлхене упраса хăварма чĕнес килет. Эпĕ, 60 çул урлă каçнă çын та, ĕлĕкхи чăваш сăмахĕсемпе тĕрĕс усă курса калаçма пĕлместĕп. Çакă вырăс чĕлхипе калаçнипе çыхăннă пулĕ. Çапла тăван чĕлхене урăх чĕлхе сăмахĕсем кĕрсе пыраççĕ. Хамăр та йывăр сăмахсене çăмăллатса, çемçетсе калаçма тăрăшатпăр.

30-мĕш çулсенче, акă, чăвашсем Çĕпĕре нумаййăн тухса кайнă. Унта вырăссем хушшинче пурăннă. Акă, пĕр хĕрарăм кÿрше каçать. Шăналăк çине типме сарнă тыррине сыснасем çăрса, шăналăкне çурса пĕтернĕ иккен. Йĕппе çип ыйтать: «Большой чурик шналык чĕрĕкки-чарики, йăкăлтăк, йăкăлтăк надо», – тет. Кÿрши вара пĕр кана шухăшласа тăрсан йĕппе çип парса ярать.

Ялта пурăнакана вырăсла калаçма уйрăмах йывăр. Мĕншĕн тесен шкулта вĕреннĕ никĕс кăна çителĕксĕр. Акă, пĕр пăтăрмах. Кÿршĕ ялти çамрăксем Мари Эл Республикине шапашкăна каяççĕ. Лере вите урайне сарма килĕшÿ çыраççĕ. Ĕç вăхăтĕнче пăта пĕтет те пĕр çамрăка склада яраççĕ. Вырăсла калама манса каять хайхи: «Буды дай 5 кг», – тесе ыйтать склад хуçинчен, çамрăк хĕрарăмран. Лешĕ ним калама аптраса тăрать. Çамрăкĕ: «Мĕнле хĕрарăм ку, пăтана та вырăсла пĕлмест», – тесе мăкăртатса складран тухать. Карта çинчен кивĕ, тутăхнă пăта кăларса илсе склад хуçине кăтартать. «А, поняла, гвозди нужны», – тесе 5 кг пăта парса ярать лешĕ. Тата тепĕр тĕслĕх. Ял çынни, вырăсла шкул саккинчен анчах пĕлнĕскер, Канаша стройматериалсем илме каять. Юлашки автобусран тăрса юлать те хваттер шырама пуçлать. Вырăс çынни хваттере ярать ăна. «Ну, как у меня переночевал?» – ыйтать кил хуçи ирхине. «Хорошо, только горохи кусали», – тет чăваш. «Может, блохи?» тесен: «Нет, не плохо, хорошо кусали», – тесе евитлет.

Тепĕр чухне, чĕлхепе тĕрĕс усă курса ăнланмалла калаçмасан, вăрçă-харкашу патне те çитме пулать. Уçăмлă ăнлантарма пултарулăх кирлĕ. Ăнлантарма пĕлни вара ăс-тăн пухма пулăшать. Кунта учительсен ĕçĕн пĕлтерĕшĕ пысăк.

Чăваш чĕлхи пуян, илемлĕ. Унпа таса калаçма, çырма пĕлмелле, вĕренмелле.

Василий ИВАНОВ.

Тимĕрçкасси.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика