Ĕçне кура хисепĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.11.2018, 10:05 Просмотров: 561

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче тăрăшакансем вунă уйăхра ÿсĕмлĕ ĕçленĕ. Чăваш патшалăх статистикин кăтартăвĕсем тăрăх, сĕт, аш-пăш туса илес тата вырнаçтарас енĕпе Вăрнар районĕ республикăра виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх йышĕ пысăкланнă. Ял хуçалăх предприятийĕсенче хушка пуçсем – 2964 пуç, чух-чухсем – 15901 пуç. Ĕнесен хисепĕпе район иккĕмĕш, сыснасен йышĕпе виççĕмĕш вырăнсем йышăннă.

Калас пулать, аграри организацийĕсенче вунă уйăхра 19790 пуç сысна çури, 2770 пуç пăру илнĕ, çакă вăл иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 8 тата 10,2 процент пысăкрах. Сыснасене 3437 пуç, ĕнесемпе пушмак пăрусене 3382 пуç чуптарнă тата пĕтĕлентернĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика