ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Добро пожаловать на сайт Вурнарской районной газеты "Путь победы"

Вĕсемпе мăнаçланма тивĕçлĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 24.11.2018 10:05 Просмотров: 23

Хальхи çамрăксем унчченхи мар, имшертерех, тенине аслăрах ăрури çынсенчен пĕрре мар илтнĕ. Килĕшес килмест ку сăмахсемпе. Паян та пур вĕсем% хăюллисем, хастаррисем, çивĕч ăс-тăнлисем, нимрен хăрамасăр паттăрла ĕç тума хатĕррисем... Шанас килет, çитĕнекен ăру йышĕнче ун пеккисем – ытларах пайĕ.

Çакна нумаях пулмасть Шупашкарта иртнĕ хăюлăхпа тата паттăрла ĕçсемпе палăрнă ачасен чыславĕ те çирĕплетет. Федераци Канашĕн пуçарăвĕпе, «Ачасем – паттăрсем» гражданла патриотизм проекчĕ майĕпе иртнĕ ку савăнăçлă мероприяти.

«Кăçал Раççейĕн 200 ытла çамрăк гражданинĕ уйрăм хастарлăх кăтартса тĕлĕнтернĕ. Мирлĕ вăхăтри паттăрлăх çакă, урăхла калаймăн. Сирĕнпе паллашма май пулнишĕн хĕпĕртетĕп, сирĕнпе мăнаçланатăп», – хавхаланса пĕлтернĕ Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, чыслава уçнă май.

Эпир вара, вăрнарсем, çак сумлă йышра пирĕн çамрăк ентеш пуррипе мухтанма тивĕçлĕ. Вăл – Вăрнарти 1-мĕш шкулта 5-мĕш класра вĕренекен Данила Новиков. Сывлăхпа пурнăçшăн хăрушă лару-тăрура çухалса каймасăр çынсене çăлма пултарнăшăн Данилăна кăкăрĕ çине Çăлавçăсен союзĕн «Çăлаври хăюлăхшăн» медальне çакса янă. Хăйĕн чăннипе паттăрла ĕçĕпе тивĕçнĕ вăл пысăк чыса. Ача кăна-ха, апла пулин те çулне кура мар хăюлăх кăтартнă. Кăткăс самантра хăраса ÿкмен, пĕвере путма тытăннă хăйĕнчен аслă тантăшĕсене çăлма вăй тата тавçăру çитернĕ арçын ача.

Данила хăрушлăха лекнĕ çынна яланах пулăшма хатĕррине вĕрентекенĕсен, тус-тантăшĕсен сăмахĕсем те çирĕплетеççĕ. Тĕрĕссипе, вăл çынсене инкексенчен хăтарма пулăшни пĕр тĕслĕх çеç мар иккен. Ырă кăмăллă, тĕрĕс воспитани панипе ÿсекен, çын хуйхине чĕре патне илекен арçын ача теççĕ ун пирки тантăшĕсем те, аслисем те. Çемьере те чăн-чăн пулăшуçă-мĕн. Нимле ĕçрен те хăрамасть, ăна-кăна юсама та хăнăхать, вĕренÿре те аван ĕлкĕрсе пырса çывăх çыннисене савăнтарать.

Çак мухтавлă сăмахсенех Данилăпа пĕрле чысланă Иван Андреев пирки те калама пулать. Вăл кăшт аслăрах, Канаш районĕнчи Карăклăри вăтам шкулти 6-мĕш класра пĕлÿ пухать. Çуллахи пĕр кун вăл, тренировкăран таврăнаканскер, пĕчĕк ача канализаци люкне ÿкнине асăрханă. Çухалса кайман, шывра шампăлтатакан шăпăрлана алăран ярса илнĕ те туртса кăларнă. Ăна «Пурнăçа çăлнăшăн» медальпе наградăланă.

Чыслава тивĕçнĕ çамрăк паттăрсем Данилăпа Иван ячĕпе Раççей МЧС-ĕн республикăри тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов, Чăваш ен вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов тата ыттисем ырă сăмахсем каланă, вĕсен ашшĕ-амăшне тата педагогсене çĕршывăн тивĕçлĕ гражданинĕсене ÿстернĕшĕн тав тунă.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Декабрь 2018
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ