Хисепре

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.12.2018, 13:39 Просмотров: 329

Эпĕ иккĕмĕш ушкăн инваличĕ, стационарта сипленмесен сывлăх йывăрлансах каять. Çавăнпа та чÿк уйăхĕнче манăн больницăра выртмалла пулчĕ. Стационарти терапи уйрăмне пырса кĕрсен манăн чунăм савăнса та çĕкленсе кайрĕ. Кунта тавраллах таса, çутă, кăçал тĕплĕ юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ. Медицина ĕçченĕсен те, пациентсен те кăмăл-туйăмĕ çĕкленÿллĕ. Поварсем тутлă апат-çимĕç пĕçереççĕ.

Николай Антонович Тинюков Вăрнар район тĕп больницине ĕçлеме килнĕренпе ултă çул иртрĕ. Тĕп врач яваплăха туйса тимлет. Ахальтен мар ĕнтĕ больницăн сăн-сăпачĕ палăрмаллах улшăнчĕ.

Николай Антонович коллективра хисепре. Вăл медицина ветеранĕсене те тимлĕхсĕр хăвармасть. Нумай çул ĕçленисене 2013 çулта «Сывлăха сыхлас ĕç ветеранĕ» удостоверенисем парса чысларĕ. Çак хисепе эпĕ те тивĕçрĕм. Сывлăх сыхлавĕнче çур ĕмĕр тăрăшрăм. Удостоверени пире Шупашкарти больницăсене кайсан самаях пулăшать.

Николай Антоновича малашне те район тĕп больницишĕн тăрăшса ĕçлеме Турă вăй-хăват парса пытăр.

Нина ПАРАМОНОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика