Тĕллевсене пурнăçлама хатĕр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.12.2018, 13:41 Просмотров: 371

Шалти ĕçсен министерствин «Вурнарский» пайĕн терроризма тата экстремизма хирĕçле ĕçĕ-хĕлĕ федераллă саккуна тата ку енĕпе приказсемпе хушусене пăхăнса пурнăçланать. Терактсем кÿрекен хăрушлăха сирсе ярас тĕллевпе районта ЧР Оперативлă штаб ертÿçи çирĕплетнĕ планпа килĕшÿллĕн тимлеççĕ. Ятарласа 15 ĕç ушкăнĕ йĕркеленĕ, вĕсен ертÿçисем – пысăк опытлă, чрезвычайлă лару-тăрура кирлĕ мерăсем йышăнма пултаракан сотрудниксем.

Терроризма тата экстремизма хирĕç тăрассишĕн яваплисен, хăрушлăх тухас-тăк, пĕрремĕшле мероприятисене ирттерме яланах хатĕр пулмалла. Ку хăнăхусем уйрăм пĕлтерĕшлĕ, çынсем нумай пухăнакан тата ытти вырăнсенче ирттерекен тренировкăсенче туптанаççĕ.

Вĕренÿсене йĕркелемелли ятарласа йышăннă график пур. Кăçал, сăмахран, полицин «Вурнарский» пайĕн асăрхавĕнчи Вăрнар тата Элĕк районĕсенче тренировкăсем улттă пулнă. Иккĕшĕ – штаб варианчĕпе (больницăра тата автозаправка станцийĕнче), ыттисем – палăртнă задачăна практикăра пурнăçласа (суйлав участокĕсенче, электричество сечĕсен производство уйрăмĕнче, Элĕк район администрацийĕнче тата транспорт объектĕнче).

Юлашкийĕ, акă, ноябрьте кăна-ха поселокри диспетчерпа касса центрĕнче иртнĕ. Сирпĕнекен хатĕр евĕр тĕркем «тупни» пирки шăнкăравласа пĕлтернинчен пуçланнă вĕренÿ. Тренировкăн тĕп тĕллевĕ вара – яваплă службăсем çакнашкал хăрушлăхлă лару-тăрура хăйсен умĕнчи задачăсене пурнăçлама хатĕррине тĕрĕслесси.

Вĕренÿ йĕркипе мероприятисене туллин, пахалăхлă ирттернине каламалла: автостанци тата тавралли территорие хупнă, çул-йĕр юхăмне те чарнă, çывăхри çуртсемпе учрежденисенчен çынсене кăларассине планланă, «сирпĕнекен хатĕре» тата ăна кам хурса хăварма пултарнине палăртассипе тимленĕ тата ытти те. Тренировка кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ май, вырăнти службăсем пĕрле тĕрĕс ĕçлеме пултарнине ертÿлĕх те çирĕплетнĕ.

Сăмах май, августра ФСБ-н оперативлă штабĕн аппарачĕн тата Шалти ĕçсен республикăри министерствин сотрудникĕсем пуçарнипе вăрнарсен хатĕрлĕхне кĕтмен çĕртен те тĕрĕсленĕ. Ун чухне, тренировка условийĕсем тăрăх, спорт комплексĕнче теракт тухас хăрушлăх пулнă. Вăрнар тата Элĕк районĕсен оперативлă ушкăнĕ çивĕч лару-тăрура пурнăçланă ĕçе тĕрĕслевçĕсем лайăх хак панă. Тренировка майĕпе методика сборне хутшăннă 12 районти тата Канаш хулинчи оперативлă ушкăнсен ертÿçисем те вăрнарсемпе элĕксен паха опытне хăйсен ĕç-хĕлĕнче усă курассине палăртнă.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика