Сĕнÿсем кĕтеççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.12.2018, 13:42 Просмотров: 379

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кашни çул Чăваш Республикин Патшалăх Канашне Çырупа тухать, ăна хатĕрлес ĕç пуçланнă.

Яланхиллех ĕç хутĕнче Чăваш ен Правительствин тĕп тĕллевĕсене палăртаççĕ, Патшалăх Канашĕн, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен аталану çул-йĕрне пăхса тухĕç, предприятисемпе организацисен пуласлăх тĕллевĕсене шута илĕç.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Çырăвне, паллах, халăхăн шухăш-кăмăлне, общество организацийĕсен сĕнĕвĕсене тата ытти граждан обществисен институчĕсен пуçарăвĕсене тĕпе хурса йĕркелĕç.

Чи малтан мĕнпур ĕçлĕ плана халăхăн пурнăç условийĕсен шайне лайăхлатассине кĕртĕç. Чăваш ен Пуçлăхĕн хăш ыйтусем çине ытларах тимлĕх уйăрмалли те кун йĕркинчех тăрать.

Эсир Çырăва мĕн кĕртсе хăварма сĕннĕ пулăттăр? Сирĕн шутпа çынсен пурнăçне лайăхлатас тесен чи малтан мĕн тумалла? Çак тата ытти ыйтусемпе сĕнÿсем пама пултаратăр.

Мĕнпур сĕнÿсене çак адреспа йышăнаççĕ: Чăваш Республики, Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт, e-mail: Адрес электронной почты защищен от спам-ботов. Для просмотра адреса в вашем браузере должен быть включен Javascript. (унта «Çыру валли» тесе паллă тумалла).

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика