Вăйлă çынсен кунĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.12.2018, 13:42 Просмотров: 342

Раççейре, ытти нумай çĕршыври пекех, декабрĕн 3-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунне паллă тăваççĕ. Ку датăна ахальтен çирĕплетмен, вăл пурнăç йывăрлăхĕсене туякан хевтесĕр çынсем çинчен аса илтересшĕн.

Ку мероприяти çулсерен чунра хĕрхенÿ тата хăпартлану туйăмĕсене пĕрлештерет. Нуши-терчĕпе сусăрсен кашни кун кĕрешме тивет пулин те тепĕр сывă çынран та вăйлăрах вĕсем. Çакна социокультура, спорт мероприятийĕсем те аван çирĕплетеççĕ. Хальхинче те савăнăçлă самант пуçланиччен хаваспа ăмăртусенче вăй виçрĕç вĕсем. Дартс енĕпе «кĕрешĕве» 60-ăн ытла тухрĕç. Юлашки çулсенче килĕштернĕ çĕнĕ вăйăра – джоколăра – çивĕччĕн ăмăртрĕç. Шашкăлла, шахматла ăста вылярĕç.

Культура çурчĕн фойинче алăстисен куравĕпе те паллашма май пулчĕ. Мĕн чухлĕ пултарулăх: çыхассипе те, тĕрлессипе те, ÿкерессипе те! Аякранах тыткăнлаççĕ.

Юлашки вăхăтра сусăрсене ниме тăман çынсемпе танлаштарма пăрахни ыррăн палăрать. Çынсем кунашкаллисене тимлĕх уйăрма тытăнни, пĕртаннăн йышăнни савăнтарать.

Паллах, вĕсене таврари çынсем енчен тимлĕх, хавхалантару питех кирлĕ. Вĕсем – пысăк чунлă çынсем. Чи чăтăмлисем, ырра шанакансем... Çакнашкал сăмахсемпе хакларĕç хевтесĕр çынсене район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ – вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Денис Трофимов, Вăрнар чиркĕвĕн настоятелĕ Александр Панзин протоиерей, социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Ирина Смолина, инвалидсен районти обществин председателĕ Владимир Викторов, чунри хавала ниме пăхмасăр сыхласа хăварма ыйтса.

Инвалидсен районти пĕрлешĕвĕнче хастарлăх кăтартакан çынсем сахал мар. Кÿлхĕрринчи Владимир Ржанов общество ĕçне пысăк тÿпе хывнăшăн Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществин Тавне тивĕçрĕ.

Куç курманнисен вырăнти обществин председателĕ Галина Мясникова республикăри социаллă-культура тата спорт мероприятийĕсенче район чысне тивĕçлĕн хÿтĕленĕшĕн Лариса Григорьевана, Алина Иванована тата Михаил Тракова пĕрлешĕвĕн Хисеп грамотисемпе чысларĕ.

Çак кун спорт мероприятийĕсенче пуринчен ытла ăсталăх кăтартнисем те Хисеп хучĕсемпе укçан парнене тивĕçрĕç. Шахматра: Уйкас Юнтапари Станислав Скворцов тата Хурăнсур Çармăсри Евгений Никитин. Шашкăра вĕсем тата Санарпуçĕнчи Владимир Верховцев малти вырăнсене йышăнчĕç. Дартсра – Вероника Семенова, Надежда Платонова тата Замира Ржанова. Джоколăра – Татьяна Амбрашкина, Ольга Короткова тата Надежда Платонова. Çĕнтерÿçĕсене чысланă май, район администрацийĕн культура пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ Сергей Политов вĕсене малашне те хастар пурнăç йĕркине тытса пыма ырлăх сунчĕ.

Мероприятие Калининăри шкул-интернатра вĕренекенсен, психоневрологи интерначĕн çамрăкĕсен, районти культура çурчĕн артисчĕсен тата ял хуçалăх техникумĕн студенчĕсен музыка номерĕсем илемлетрĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика