Ырă мар кÿршĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.12.2018, 08:41 Просмотров: 333

Хальхи саманара пурăнатпăр, çапах та юлашки вăхăтра Шупашкар хулинче пурăнакансенчен вырăн çинчи хăнкăласем нумайланса кайнă пирки ÿпкелешнине час-часах илтме пулать. Шел те, хальхи вăхăтра ăнăçсăр çемьесем сахал мар. Вĕсен кил-çуртĕнче этем паразичĕсем хастар аталанаççĕ. Кÿршĕсен хваттерĕсене шăтăк-хушăксем урлă лекеççĕ.

Хăнкăла амисем кунсерен 12 çăмарта таран хураççĕ. Тепĕр 1–5 талăкран хуртсем тухаççĕ, 3–3,5 эрнерен çитĕнсе çитеççĕ. Хăнкăласем 15 минут таран юн ĕмеççĕ. Вĕсем питĕ чăтăмлă. Организмăн пурнăç хевти вăхăтлăха чакнă тапхăрта (анабиоз) 5 градуса çити сивве те тÿссе ирттерме пултараççĕ. Сывлăш температури 5 градус сивĕрен аяларах тата 45 градус ăшăран çÿлерех пулсан хăнкăласем вилеççĕ.

Çитĕннĕ хăнкăласем 1,5 çула çитичченех пурăнма пултараççĕ. Çулталăкĕпех ĕрчеççĕ. Ытларах чухне этеме ирхине тапăнаççĕ. Ыйхă вĕçет, ÿт хытă кĕçтет. Суранлă вырăнтан юн тухать. Хыçсан инфекци ертме пулать. Хăнкăлан тĕттĕм-хăмăр тĕслĕ каяшĕсене вырăн таврашĕ, шпалер çинче курма пулать.

Паразит хурт-кăпшанкăсем шатраллă (сыпной) тата таврăнан (возвратный) тифа, ку ятлă сив чире пуçарса яракансене нумай вăхăт упрама пултараççĕ.

Вырăн çинчи хăнкăласем ан ĕрчеччĕр тесен пÿрт-çурта пылесоспа, супăнь е кĕпе çумалли порошок янă шывпа тасатмалла, вăхăтăн-вăхăтăн çемçе сĕтел-пукана, кавире пăхса çаврăнмалла.

Паразит хурт-кăпшанкăсемпе епле кĕрешмелли çинчен (8352)56-29-16 номерсемпе республикăри гигиенăпа эпидемиологи центрне шăнкăравласа пĕлме пултаратăр. Сире çак адреспа та хапăл туса кĕтеççĕ: Шупашкар хули, Федор Гладков урамĕ, 17-мĕш çурт.

Д.АЛЕКСЕЕВА,

Чăваш Республикинчи гигиенăпа эпидемиологи центрĕн энтомологĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика