Кайран ÿкĕнмелле ан пултăр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.12.2018, 08:41 Просмотров: 327

Чăваш ен çыннисен банк карттисенчен укçа çаратнă тĕслĕхсем кăçал 1300 таран çырăннă. Преступниксем вĕсенчен тĕрлĕ ултавлă мелпе 50 миллион ытла тенкĕ хăйсен «кĕсйисене» куçарнă. Хăрушă кăтартусем, паллах. Анчах чи пăшăрхантараканни – ку цифрăсем кунсерен тенĕ пекех ÿссе пыни. Шулĕксене ĕненекенсем пурпĕрех нумай. Шалти ĕçсен Чăваш Республикинчи министерстви, акă, чи анлă сарăлнă ултав мелĕсене илсе кăтартать, вĕсене асра тытса сыхă пулма ыйтать.

Кĕтмен «парнесем». Автомашина е хаклă ытти япала выляса илни çинчен СМС-хыпарсем тăтăш килеççĕ юлашки вăхăтра. Парнене тивĕçиччен налук е таможня пошлинисене, ытти тăкаксене тÿлеме электронлă счет çине укçа ямалла-мĕн. Паллах, укçа куçсанах вĕсемпе çыхăну татăлать, текех шăнкăравласа та тытаймăн.

Чăннипе, çакăн евĕрлĕ преступленисене асăрхаттарма питĕ ансат. Кĕтмен çĕртен йăтăнса аннă «телее» тÿрех ан ĕненĕр, шухăшласа пăхăр: эсир парнесен е лотерея вылявĕсене хутшăннă-и; Сире пĕлтерÿ янă организаци çинчен мĕн те пулин илтнĕ-и; Акци йĕркелÿçисем сирĕн даннăйсене ăçтан пĕлме пултарнă; Çак ыйтусем çине хуравсем çук-тăк, ку СМС-хыпарсем шанчăксăр. Парнене илме малтан укçа куçарса пама ыйтни те сисчĕвлентерме кирлĕ. Лотерейăсенче тухнă вылявшăн, чăн та, налук тÿлемелле ĕнтĕ. Анчах уйрăм граждан счечĕсем çине е электронлă енчĕксем урлă хывмалла мар.

Асăрхануллă пулăр: вылявсене хутшăнман е лотерея билечĕ туянман çын нимле парне те выляса илеймест. Сирĕн телефон номерĕ «телейлисен» шутне кĕнĕ текен СМС-хыпарсем – шулĕксен ĕçĕ.

Интернет-лавккасем тата ултав. Интернет-лавккасен ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă преступленисем те сайра мар. Мĕнпе илĕртеççĕ-ха мушенниксем туянакансене; Тĕпрен илсен, çав тери йÿнĕ хаксемпе. Заказ янă чух тавар хакне малтанах тÿлесе хумалла. Çакăн хыççăн лавкка тĕрлĕ сăлтав тупса вăхăта тăсать, тавара çитес вăхăтра çитерме шантарать, кайран вуçех çухалать е вак-тĕвек, пахалăхсăр япала ярса парать.

Ку сайтсен тĕп тĕллевĕ – кĕске вăхăтра нумайрах çынна улталасси. Хыççăн сайт хупăнать те кĕçех урăх адреспа, çĕнĕ «сăнпа» тата ятпа çĕнĕрен «çуралать».

Ан манăр: саккунлă ĕçлекен интернет-лавккасем туянакансене тавар хакне виртуаллă е мобильлĕ телефон счечĕ çине яма ыйтмаççĕ. Интернетри информаципе паллашăр: ку лавкка пирки ытти çынсем мĕн çыраççĕ, тахçанах уçăлнă-и вăл. Администраторĕнчен юридици сăпачĕн даннăйĕсемпе кăсăкланăр, вĕсене налук органĕсен тата юридици сăпачĕсен реестрĕн базисенче тĕрĕслеме тăрăшăр.

«Банк карттине чарса лартнă» текен информациллĕ СМС-сем те юлашки вăхăтра нумай. Вĕсене çыракансем карттăна çĕнĕрен ĕçлеттерме укçа ыйтаççĕ, хăшпĕр чухне абонента шăнкăравлама е кĕске номер çине СМС яма сĕнеççĕ.

Манмалла мар: сирĕн картта çинчен информаци пама пултаракан пĕртен-пĕр организаци вăл – ăна пăхса тăракан банк. Шăпах унта каймалла та банк картти пирки иккĕленÿ çуралсан. СМС-пĕлтерÿри номерсем çине вара нимле майпа та хуравламалла мар – çакăн хыççăн укçа çухалма пултарать.

Интернетри суту-илÿ. Сайтра вырнаçтарнă суту-илÿ пĕлтерĕвĕсемпе çыхăннă ултавлă ĕçсем – чи анлă сарăлнисен шутĕнче. Тĕпрен илсен, мушенниксем çынсене йÿнĕ хаксемпе илĕртеççĕ, тавар хакĕн пĕр пайне е пĕтĕмпех тÿрех электронлă енчĕке куçарма ыйтаççĕ.

Ку тĕслĕхсенче те пуçпа шухăшлани, асăрханулăх кăна пулăшĕ. Пĕлтерĕве, ăна вырнаçтарнă çын çинчен информацие тимлĕ тишкерĕр. Тепĕр чухне пĕлтерÿре кăтартнă телефон номерне е сутуçăн сетьри псевдонимне Интернет-шырава кĕртни те çителĕклĕ: вĕсемпе çыхăннă ултавсем пулнă-тăк, информаци тÿрех тухать.

Йÿнĕпе сĕнекен таварсен вăтам хакĕсене пăхкалăр. Хакĕ тĕлĕнмелле пĕчĕкки – сисчĕвлентермелли сăлтав.

Енчен те туянакан япалашăн тÿлевне малтанах хывмалла пулсан, тĕплĕ шухăшласа тĕрĕс йышăну тăвăр: эсир палламан çынна ĕненме хатĕр-и; Сутуçă ултавçă маррине никам та шантараймасть.

Ултавлă билетсем. Интернет урлă авиабилетсем туянма, чăн та, меллĕ. Сирĕн килтен тухмалла мар, черетре тăрас çук. Хăш кунне, рейсне суйлатăр, тÿлетĕр те – билет темиçе çеккунтранах алăра. Паллах, шулĕксем ку сферăна та тимлĕхсĕр хăварайман. Авиабилетсем сутакан сайтсем туса уçма вĕсене темиçе сехет кăна кирлĕ. Шар курнисенчен нумайăшĕ хăйсен билечĕсем суя пулнине аэропортра кăна пĕлет. Шулĕксем вара хăйсен интернет-ресурсне урăх çĕре куçараççĕ те киревсĕр ĕçсене çĕнĕ ятпа малалла тăсаççĕ.

Кану е ĕçлĕ çулçÿрев ан пăсăлтăр тесен, каллех тимлĕрех пулмалла. Тахçантанпах ĕçлекен, ырă ятлă авиакомпанисен е агентствосен сайчĕсен тивĕçтерĕвĕсемпе çеç усă курăр. Тÿлевсене электронлă енчĕксем е ют çĕршыв банкĕсенчи счетсем çине ан куçарăр. Авиакомпанин офисне шăнкăравлама ан ÿркенĕр: сирĕн рейс тата ун çине билетсем чăнах та пуррине пĕлсен шанчăклăрах.

Юрă-кĕвĕ, ÿкерчĕксем сĕнекен СМС е ММС-хыпарсем килчĕç-тĕк, вĕсене уçса пăхма ан васкăр. Ссылка тăрăх куçса, хăвăр сисмесĕрех, телефон çине вирус çаклатни е тÿлевлĕ тивĕçтерÿсем çине çырăнни сайра мар. Пĕлтерÿ паллакан номертен килнĕ пулсан та хăрушлăх пур: ăна вируспа «чирлĕ» телефонран хуçи ирĕкĕсĕрех яма пултарнă. СМС-пĕлтерĕвĕн авторĕ паллă мар-тăк, çыхланма ан та хăтланăр.

Çавăнпа кĕсье телефонĕсем çине вируссен çулне пÿлекен программа лартни пуш тăкак мар, хăрушсăрлăха тивĕçтерни.

Социаллă сетьсен хăрушлăхĕ. Паян социаллă сетьсенчи хутшăнусем чĕрĕ калаçăва ылмаштарчĕç тесен те йăнăш мар. Çак сăлтавпа преступниксене çынсен уйрăм даннăйĕсемпе паллашма питĕ çăмăл. Çынсем хăйсем çинчен сведенисене пиншер çын курмалла, уççăнах вырнаçтараççĕ.

Сетьре паллашнă, сирĕнпе хутшăнакан çын хăть кам пулма пултарать: ăна хăвăр пурнăç саманчĕсене, вăрттăнлăхĕсене, ыттине каласа пама юрамасть. Видео, аудио- трансляцисене, калаçусене преступниксем сире хирĕçле усă курма пултараççĕ. Информаци сыхлăхне хăвăр кăна тивĕçтереетĕр.

Ирина ЯКОВЛЕВА хатĕрленĕ. 

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика