Вăхăта перекетлекенсем валли

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.12.2018, 08:42 Просмотров: 328

Транспорт хатĕрĕсене регистрацилеме, водитель удостоверенийĕсене улăштарма халĕ ансат, чи пĕлтерĕшли – черетсĕр меслет пур: www.gosuslugi.ru интернет-сайтпа усă курмалла кăна. Çакна кĕсье телефонĕпе те, компьютерпа та тума пулать. Чи малтанах сайтра регистраци тухмалла.

Ку ресурс питĕ меллĕ, ăна патшалăх тивĕçтерĕвĕсене е кирлĕ информацие вăхăта перекетлесе, хăвăрт илес текенсем валли йĕркеленĕ.

РФ Патшалăх тивĕçтерĕвĕсен пĕрлĕхлĕ порталĕнче пĕр хутчен регистрациленсен, эсир порталăн мĕнпур тивĕçтерĕвĕпе усă курма пултаратăр. Регистраци валли паспорт тата пенси страхлавĕн свидетельстви (СНИЛС) кирлĕ.

Пĕрлĕхлĕ портал çакăн пек çăмăллăхсем парать:

– заявление электронлă мелпе яни;

– хăвăра меллĕ вăхăта тата куна суйлама ирĕк пани;

– заявкăна илни çинчен пĕлтерни;

– юридици пĕлтерĕшлĕ ĕçсене пурнăçланăшăн патшалăх пошлинине тÿлеме квитанцие пичетлесе кăларма май пурри.

Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕ енĕпе административлă правăна пăсни пулни-пулманни пирки те сведенисене www.gosuslugi.ru Пĕрлĕхлĕ портал е Раççей Шалти ĕçсен министерствин ГИБДД тытăмĕн официаллă сайтĕнче (www.gibdd.ru) пĕлме çăмăл.

Раççей Шалти ĕçсен министерстви электронлă мелпе кÿрекен патшалăх тивĕçтерĕвĕсене илмелли правилăсемпе тата йĕркепе çак интернет-ресурссен справка пайĕнче паллашма сĕнетпĕр.

А.ИРБИТСКИЙ,

полицин «Вурнарский» пайĕн ГИБДД уйрăмĕн РЭГ аслă инспекторĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика