Алă усма вăхăт çук

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.12.2018, 08:45 Просмотров: 396

Агропромышленность комплексĕн ветеранĕсен союзĕ хастарлăхпа палăрса тăрать. Хăй вăхăтĕнче яваплă ĕçсенче тăрăшнă çынсем тивĕçлĕ канура та алă усса ларасшăн мар.

– Пирĕн вĕресе тăракан пурнăç, – пĕлтерчĕ агропромышленность комплексĕн ветеранĕсен союзĕн председателĕ Николай Тихонов. – Эпир районта, республикăра иртекен мероприятисене тăтăшах хутшăнатпăр. Ĕç хастарĕсене, пенсие тухнă пулсан та, манмастпăр. Акă, «Сортсемовощ» предприятин пуçлăхĕнче тата аш-какай комбиначĕн сысна комплексĕн директорĕнче тимленĕ Владимир Чумаковпа Георгий Краснова 80 тата 75 çулхи юбилейпе саламларăмăр.

Ырă ята тивĕçнисем, çут тĕнчере çук пулсан та, халăх асĕнчен тухмаççĕ. «Правда» хуçалăх тилхепине 1947–1983 çулсенче çирĕп тытса пынă Исак Федорович Кошкин çуралнăранпа кăçал 100 çул çитнĕ. Ветерансен союзĕ тăрăшнипе паллă ентешĕмĕре халалласа çĕртме уйăхĕнче тăван ялĕнче, Çĕньял Нурăсра, савăнăçлă лару-тăрура мемориал хăмине уçнă, ăна Исак Федорович пурăннă çурт умне çирĕплетнĕ. Ял хуçалăх производствин тепĕр паллă йĕркелÿçи вăл – Социализм Ĕçĕн икĕ хут Геройĕ – Сергей Ксенофонтович Коротков. Вăл 110 çул тултарнине халалласа юпа уйăхĕнче Кульцаври культура çуртĕнче уяв ирттернĕ. Пĕлтерĕшлĕ мероприятирен ветерансем те пăрăнса юлман.

Курни илтнинчен лайăхрах. Нумаях пулмасть агропромышленность комплексĕн ветеранĕсем – Николай Тихонов, Николай Юркин, Вячеслав Никифоров, Елена Анисимова, Виктор Анисимов, Юрий Степанов, Федор Осипов, Геннадий Семенов, Константин Алексеев, Владимир Верендеев – Улатăрти, Шуршăлти уйрăмах паллă вырăнсене çитсе курнă.

Экскурсине йĕркелеме пулăшнăшăн АПК ветеранĕсен союзĕ район администрацийĕн пуçлăхне Леонид Николаева, Вăрнарти аш-какай комбиначĕн генеральнăй директорне Николай Аливанова чĕререн тав тăвать.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика