Çемьесене чысланă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.12.2018, 08:46 Просмотров: 611

Шупашкарта «Çулталăк çемйи» конкурс çĕнтерÿçисене хаваслă лару-тăрура чысланă.

Савăнăçлă пулăмпа пухăннисене саламлама Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа килсе çитнĕ. Мероприяти пуçланиччен сумлă хăнасем уява пынă çемьесемпе курса калаçнă, вĕсен шухăш-кăмăлĕ пирки ыйтса пĕлнĕ, Чăваш Республикин социаллă пулăшу паракан пайĕсем хатĕрлесе тăратнă социаллă проектсен курав ĕçĕсене пăхса тухнă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев савăнăçлă мероприятине пухăннисене саламланă май, паянхи пурнăç таппинче çемье тĕрекĕ, йăла-йĕрке, кăмăл-туйăм ыйтăвĕсем питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăнине палăртнă. Нумай нациллĕ Раççейпе Чăваш енĕн культурине шăпах та çемьесем тытса пынине, упранине асăннă вăл.

«Чăваш енре паянхи куна нумай ачаллă 12,6 пине яхăн çемье пурăнать. Кăтарту сахал мар, 6 çул каяллипе танлаштарсан 52,8 процент чухлĕ пысăк пулни куçкĕрет», – тенĕ вăл сăмаха тăсса.

Конкурс çĕнтерÿçи – Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Ананьевсен туслă çемйи.

Пирĕн районтан финала Вăрнарти Орешкинсен çемйи хутшăннă. Вĕсем тăватă ача пăхса çитĕнтереççĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика