Пĕтĕм ăсĕ, вăйĕ – предприяти аталанăвĕшĕн

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.12.2018, 08:47 Просмотров: 345

Вăл е ку предприятие, ун продукцине вырăнта çеç мар, республикăра, çĕршывра аван пĕлнинче, килĕштернинче, хапăлланинче чи малтанах ертÿçĕн пысăк ĕçĕ аван курăнать. «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» акционерсен обществин генеральнăй директорĕ Николай Аливанов пирки те шăпах çакна каламалла.

Николай Владимировичăн ертÿлĕх ĕçĕнчи ăсталăхне, ăслăлăхне курăмлă цифрăсем-фактсем яр уççăн çирĕплетеççĕ. Кунта производство эффективлăхне, перекетлĕхне, хăватлăхне анлă çул панă. Ку тĕллевпе пысăк укçа-тенкĕ хывни пĕтĕмлетÿллĕ кăтартусемпе савăнма май парать. Тĕп цехсенчи оборудованисем – чи çĕнĕ йышшисем, пахалăх паллине çÿллĕ шайра çирĕп тытса пыма пулăшмаллисем.

Агрохолдингăн 10 пин ытла гектар çĕр лаптăкĕ çинче ĕççи вăхăтĕнче чи хăватлă, энерги ресурсĕсене перекетлекен техника кăна ĕçлет. Ĕç çыннисем ертÿçĕ пекех çĕр чунĕллĕ, хĕрÿ тапхăрсенче ыйхă мĕнне те пĕлмеççĕ.

Николай Владимирович предприяти пуçне тăнăранпах выльăх-чĕрлĕх отрасльне çĕклессине пĕтĕм ăсне, вăйне хыврĕ. Малтикас Ялтăрари выльăх-чĕрлĕх комплексне çитсе курăр-ха халĕ: ĕне-вăкăра, пушмак пăрусене кунта курортри пек условисенче усраççĕ.

Кăçал кăна кунта 2400 пăру вырнаçмалăх çĕнĕ витесем хута кайрĕç. Каламалла, вĕсен строительствин проектне пĕтĕмпе тенĕ пек Николай Аливановăн шухăшĕсем хывăннă. Ют регионсенчи кунашкал опытпа паллашнинчен ытла Николай Владимировича профессипе строитель пулни те чылай пулăшать, паллах.

– Эсир те Раççей телеканалĕсем çине тухма тивĕç, – тенĕччĕ пултаруллă ертÿçĕне, Ял хуçалăх ĕçченĕсен кунĕнче Ленин ячĕллĕ колхозра 50-мĕш çулсен вĕçĕнче Мускаври тĕп телевидени ÿкернĕ сюжета экран çинче пăхнă май.

Николай Владимирович сăпайлăн кулса илчĕ çеç. Чăннипе вара паян аш-какай комбиначĕн çĕр ĕçĕнчи кăтартăвĕсем самай пысăкрах. Пĕрчĕллисенчен кăçал гектартан 35 центнер тухăç илнĕ. Тĕшĕлĕх кукуруза кăтартăвĕсем пысăк. Пĕлтĕрхи вăтам сăвăм 6000 литрпа танлашнă. Ахальтен мар ĕнтĕ Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çакнашкал кăтартусемпе совет тапхăрĕнче Социализмла Ĕç Геройĕн ятне панине каланăччĕ витесем уçнă самантра. Николай Владимирович Аливанов чăннипех те çĕр ĕçĕн Геройĕн ятне тивĕç. Маларахри çулсенче вăл «Искра» хуçалăха ăнăçлă ертсе пыратчĕ. Халĕ те вăл туртакан предприяти яланах малтисен йышĕнче. Çакă ертÿçĕ хăй ĕçне пĕлнипе, юратнипе те çыхăннă. Уншăн кану кунĕ çук. Ĕççи вăхăтĕнче ирхи виççĕрех ура çинче. Хăйĕнчен те, коллективран та çирĕп ыйтать. Тĕрĕслĕхе мала хурать, аякка пăхса шутлать... Çак енсем ăна, вăл ертсе пыракан пысăк йыша çитĕнÿсем тума май параççĕ те.

«Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редакцийĕн коллективĕ Николай Владимирович Аливанова производство хăватлăхĕшĕн çĕнĕрен те çĕнĕ проектсене пурнăçа кĕртсе пыма çирĕп сывлăх, вăй-хал, ăнăçу сунать.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика