Ашшĕ-амăшĕ яваплă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.12.2018, 15:20 Просмотров: 335

Вакцинаци – 21-мĕш ĕмĕрти сывлăх сыхлавĕн çитĕнĕвĕ.

«Инфекци чирĕсен иммунопрофилактики çинчен» федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн пур гражданинăн та коклюшран, хĕрлĕхенрен, дифтеринчен, шăнăр туртнинчен (столбняк), çурăм шăмми мимин чирĕнчен (полиомиелит), туберкулезран, эпидеми паротитĕнчен, хĕрлĕ шатраран, В вирус гепатитĕнчен тата грипран прививка тутармалла.

Хальхи вăхăтра хăшпĕр ашшĕ-амăшĕ пурнăç уттипе тан пымасть, ачи-пăчине прививка тутарасшăн мар. Килĕшмеççĕ пулсан – ятарлă документ çырса хатĕрлеççĕ, ашшĕ-амăшĕ тата медицина ĕçченĕ алă пусса çирĕплетеççĕ. Вакцина тутармасан çамрăк ăрăва чир пысăк сиен кÿме пултарнине тухтăрсен тĕплĕн ăнлантармалла. Вакцинацилеме килĕшмен ашшĕсемпе амăшĕсем малашне ача-пăча сывлăхĕшĕн хăйсем яваплă пулĕç.

Калас пулать, вăл-ку профилактика прививкине туман пулсан хăшпĕр çĕршывсене кĕме чараççĕ.

Вăйлă аталаннă çĕршывсенче çапла шутлаççĕ: ачана прививка тутарма килĕшменни ашшĕ-амăшĕ унăн сывлăхĕшĕн начар тăрăшнине çирĕплетет.

Н.МАРКУШИНА,

республикăри гигиенăпа эпидемиологи центрĕн

Çĕмĕрлери филиалĕн врач-эпидемиологне пулăшаканĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика