Суд пăхса тухĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.12.2018, 15:20 Просмотров: 334

Вăрнарпа Вăрманкас ялĕ хушшинчи автоçул çинче вунтăваттăри хĕрачана таптани çинчен хаçатра çырнăччĕ ĕнтĕ. Ку инкек сентябрĕн 24-мĕшĕнче пулнă. Ун хыççăн Раççей Следстви комитечĕн республикăри следстви органĕсем уголовлă ĕç пуçарнă. Вăрманкасра пурăнакан 49-ти арçынна РФ Уголовлă кодексĕн 111-мĕш статйин 2-мĕш пайĕн «з» пункчĕпе айăплав тăратнă.

«Уголовлă ĕç тĕпчевне вĕçленĕ ĕнтĕ. Айăплав пĕтĕмлетĕвне прокурор çирĕплетнĕ хыççăн ăна Вăрнар район судне пăхса тухма янă.

Следстви версийĕ тăрăх, ку киревсĕр ĕçе арçын юриех тунă. Ÿсĕрскер вунтăваттăри хĕрачана хăйĕн «Lada X-Ray» машинине ларма сĕннĕ. Лешĕ килĕшменнине кура юриех хыççăн йĕрлесе пынă, кювета анса кайса хĕрачана таптанă. Хĕрачан çурăм шăмми, алли-ури хуçăлнă – çакă сывлăха кÿнĕ йывăр сиен. Ăна паянхи кун та медицина пулăшăвĕ кирлĕ.

Айăпланакан водителе следователь ыйтнипе суд следстви вăхăтĕнче хупса лартма йышăннă, автомашини çине те арест хунă. Кунсăр пуçне транспорт хатĕрĕпе ÿсĕрле çÿренĕшĕн арçынна административлă явап тыттарса çулталăк çурăлăх водитель прависĕр хăварнă, 30 пин тенкĕ штраф тÿлеттерме палăртнă.

Каласа хăвармалла: çÿлерех асăннă статьяпа пăхнă чи çирĕп айăплав мери – вунă çул таран ирĕкрен хăтарни», – пĕлтереççĕ Раççей Следстви комитечĕн республикăри следстви управленийĕнчен.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика