Хатĕр пулмалла

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.12.2018, 15:21 Просмотров: 395

Терроризм – паянхи кун тĕнчери чи хăрушă преступлени. Терактсем ирттерсе «тĕрĕслĕхшĕн кĕрешетпĕр» текенсем, чăннипе, обществăна пăлхатма тĕллев тытаççĕ. Ку преступниксем, хăйсем тем каласан та, нимĕнле тĕне те чунпа ĕненмеççĕ, вĕсен наци палли те çук, тăван çĕре те, кунта пурăнакансене те хисеплемеççĕ. Террористсем усал ĕçсене хăть ăçта пурнăçлама пултарнине шута илсе, кашни çыннăн хăрушлăхра хăйне тĕрĕс тытма пĕлмелле.

Должноçри çынсен тивĕçĕсем

Йĕркепе килĕшÿллĕн, организаци-учрежденисенче яваплă должноçри çынсем пур, теракт тухассипе çыхăннă лару-тăрури вĕсен тивĕçĕсем паллă. Чи малтанах инкек çинчен пĕлтермелли хатĕрсем мĕнле ĕçленине тĕрĕслемелле те чрезвычайлă лару-тăру пирки пурне те хыпарламалла, персонала çуртран кăлармалли эвакуаци планне пĕлмелле. Çавăн пекех автомобильсем лартакан вырăнсене тĕрĕслессине, çÿп-çап контейнерĕсене çурт çывăхĕнчен куçарассине яваплă çынсен хăйсем çине илмелле, çурта хÿтĕлессине тата сотрудниксене дежурствăна кăларассине йĕркелемелле.

Енчен те теракт пулса иртнĕ-тĕк, должноçри çынсен çухалса кайма юрамасть. Вĕсем теракт çинчен тÿрех полици пайне, ФСБ тата МЧС органĕсене пĕлтерме, çынсене çăлассипе тата пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ парассипе мерăсем йышăнма тивĕç. Инкек вырăнне ют çынсене кĕртме юрамасть.

 

Сирпĕнекен хатĕре асăрхасан

«Шанчăксăр», сирпĕнекен хатĕр евĕр япаласем асăрхасан çийĕнчех полици пайне, ФСБ тата МЧС службисене шăнкăравламалла. Тупнă япала çывăхне нимĕнле майпа та ан пырăр тата ыттисене те ан ярăр. Сирпĕнме пултаракан хатĕрсене сиенлетесси – ятарлă специалистсен ĕçĕ. Йĕрке хуралĕн органĕсем çитессе кĕтсе илĕр те «шанчăксăр» япала вырăнне кăтартăр. Асра тытăр: радиоçыхăну хатĕрĕсемпе, кĕсье телефонĕсемпе усă курни сирпĕнекен япалана ĕçлеттерсе яма пултарать.

Çуртсем çывăхĕнче палламан, шиклентерекен машинăсем чылай вăхăт ларни пурне те сисчĕвлентерме кирлĕ. Хуçасăр выртакан япаласенчен, курупка-сумкăсенчен пăралуксемпе пĕчĕк антеннăсем, индикаторсемпе циферблатсем курăнни, е темĕнле сасă (сăмахран, сехет йĕппи куçнă пек илтĕнни, паллă мар шăршă) – сирпĕнекен хатĕр паллисем. Вăхăта çухатмасăр йĕрке хуралĕн службисене шăнкăравлăр.

Шалти ĕçсен Чăваш Республикинчи министерствин

информацийĕ тăрăх Ирина Яковлева хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика