Пултарулăхри çĕкленÿллĕ 30 çул

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.12.2018, 15:21 Просмотров: 383

Хаçат вулакансем, ахăртнех, Ярмушкари Надежда Лаврентьевана спортри çитĕнĕвĕсемпе аван пĕлеççĕ: çăмăл атлетика, биатлон, хăвăрт утасси енĕпе сумлă турнирсен нумай хутченхи çĕнтерÿçи тата призерĕ...

Тĕрĕссипе, профессие те вăл спорт вăйлă аталаннă пĕлÿ учрежденине кура суйласа илнĕ – Шупашкарти экономикăпа технологи техникумĕнчен бухгалтер пулса тухнă. Анчах та шăпа ун пурнăçне шут ĕçĕпе мар, культурăпа çыхăнтарнă. Тĕрĕсрех, ку тытăма ăна вăл вăхăтра парткомра тимленĕ ентешĕ Валентин Геннадьевич Тимофеев илсе килнĕ.

Ĕçе кÿлĕнсенех пысăк ялта пултарулăх ушкăнне йĕркелессипе çунатланнă Надежда Алексеевна: ăста юрлакан-ташлакан чылай-çке. Художество ертÿçи Иван Отрыванов нумай пулăшнă. Çапла «Шурăмпуç» фольклор ансамблĕ те çуралнă. Малтанах унта вунă çын пĕрлешнĕ, каярах йыш 20–25 çын таран ÿснĕ. Вĕрентÿре, медицинăра, ял хуçалăхĕнче тимлекенсем пушă вăхăтра культурăпа çывăхланнă. 2002 çулта «Шурăмпуç» тивĕçлипе халăх ятне илнĕ. Ансамбль районта, республикăра иртекен халăх пултарулăхĕн смотр-конкурсĕсенчен пĕрре те юлмасть. Чăваш ен сăнне Атăлçи округĕн регионĕсенче пĕрре мар кăтартнă. Шутĕнче – йышлă грамотăсемпе дипломсем.

«Шурăмпуç» çумĕнче çуралнă ачасен «Шуçăм» фольклор ушкăнĕ те пысăк утăмсем тăвать. Пĕлтĕр, акă, вĕсем Пушкăртстанра иртнĕ фестивальте палăрма пултарчĕç...

Пултарулăхри çĕкленÿллĕ 30 çул... Çак тапхăрта Надежда Лаврентьева тăван ялĕнче çеç мар, республикипе ырă ят, хисеп çĕнсе илнĕ. Вăл – Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Хисеп хучĕсем речĕпех.

– Вырăнти поселенипе, шкулпа, библиотекăпа тачă çыхăнса ĕçлени хавхалантарать. Туслă пулнине нимĕн те çитмест ĕнтĕ. Коллектива çÿрекенсене, вĕсен мăшăрĕсене, çемйисене çĕре çити пуç таятăп – ăнланулăхшăн: аякри хуласене те тухса çÿретпĕр-çке. Тумсене çĕлеме шкул пулăшать, кунта ăста çĕвĕç-учительсем ĕçлеççĕ... – тет Надежда Алексеевна.

Ĕçне кура хисепĕ тесе ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ. Надежда Лаврентьеван пултарулăх каçне лăк тулли зал пуçтарăннă. Сумлă датăпа «юбиляра» ял çыннисем, юлташĕсем, вырăнти «Шурăмпуç», «Шуçăм», «Утмăлтурат», çавăн пекех Çĕрпÿ районĕнчи «Ямаш», Çĕмĕрле районĕнчи «Шанчăк» тата «Мерчен», Улатăр районĕнчи «Çăлкуç», Сĕнтĕрвăрри районĕнчи «Сентреш» ансамбльсем саламланă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика