Юбилейпе, юратнă ача сачĕ!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.12.2018, 15:22 Просмотров: 346

Вăрнарти «Рябинка» ача сачĕ хăйĕн юбилейне паллă турĕ. Унăн алăкĕсем пĕрремĕш воспитанниксем валли 40 çул каялла уçăлнă. Пин ытла ача кунтан аслă пурнăçа тухнă.

Любовь Федоровна Дмитриева воспитатель тата Зинаида Гурьевна Розова кĕçĕн воспитатель пĕрремĕш кунранах тимлеççĕ кунта. Ачасен, ашшĕ-амăшĕн хисепне ырă ĕçĕпе çĕнсе илнĕ.

Нина Порфирьевна Капралова заведующи тăрăшнипе ача сачĕ аталанса-хăватланса пырать.

Юбилей хумхануллă та хаваслă иртрĕ. Уяв каçне педагогика коллективĕ уçрĕ. Ачасем саламлани уйрăмах кăмăллă пулчĕ.

Педагогика коллективĕн чи маттур ĕçченĕсене Хисеп грамотисемпе чысларĕç. Юбилейпе район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ – вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Денис Трофимов, Вăрнар хула поселенийĕн представителĕ Юрий Баранов, поселокри ача сачĕсен заведующийĕсем саламларĕç. Ветерансен аса илмелли нумай пулчĕ. Ашшĕ-амăшĕ те аякра юлмарĕ.

Л.ГРИБОВА тата Л.ШЛЮПКИНА воспитательсем.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика