Ÿсĕмлĕрех ĕçленĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.12.2018, 15:23 Просмотров: 393

Коррупципе кĕрешмелли пĕтĕм тĕнчери кун (декабрĕн 9-мĕшĕ) тĕлне Раççей Следстви комитечĕн республикăри следстви управленийĕ кăçал коррупцилле пулăмсене хирĕç тăрассипе ирттернĕ ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ. 2018 çулта йĕрке хуралĕн мĕнпур органĕсем ку енĕпе пĕлтĕрхинчен чылай ÿсĕмлĕрех тимленĕ.

Сăмахран, следстви управленийĕн следователĕсем кăçалхи тăхăр уйăхра коррупцилле преступленисемпе 177 уголовлă ĕç пуçарнă, пĕлтĕр çак вăхăтра – 92. Куратпăр, ÿсĕм икĕ хут енне.

Кăçалхи преступленисенчен ытларахăшĕ – взятка илни е пани (107 ĕç). Çавăн пекех служба вырăнĕпе усă курса пурлăх вăрланипе е салатнипе – 25, службăри ултавпа – 18, служба вырăнĕпе усă курса ултавлă ĕç тунипе – 14, должность полномочийĕсемпе иртĕхсе усă курнипе 7 уголовлă ĕç пулнă. Должноçри полномочисенчен иртнипе, коммерцилле подкуппа, взятка илме е пама пулăшнипе çыхăннă тĕслĕхсем те пур.

65 уголовлă ĕçе, прокуратура çирĕплетнĕ хыççăн, суда ярса панă, вĕсемпе 69 çынна айăплав тăратнă. Ытти уголовлă ĕçсем хальлĕхе следовательсен тишкерĕвĕнче.

Коррупцилле преступленисемпе çыхланакансен, тĕпрен илсен, тупăш тăвас тĕллев. Кăçал та вĕсем кÿнĕ тăкак пысăк. Суда янă уголовлă ĕçсемпе ку виçе – 39 миллион ытла тенкĕ. Çирĕп мерăсем йышăннипе 7 миллион та 300 пин тенкĕ енне тавăрма май килнĕ. Тăкаксене айăплисенчен шыраса илес тĕллевпе следовательсем пурлăх аресчĕпе анлă усă кураççĕ.

Коррупцилле киревсĕр ĕçсемпе çыхланнăшăн тăхăр уйăхра республикăри вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен 14 должноçри çыннин (вăл шутра – муниципаллă пĕрлĕхсен 5 пуçлăхĕпе вырăнти хăйтытăмлăхăн представительлĕ органĕсен 2 депутачĕн) суд тенкелĕ çине ларма тивнĕ.

Йĕрке хуралĕн органĕсен сотрудникĕсем тунă коррупцилле преступленисен тишкерĕвĕ следовательсен уйрăм тимлĕхĕнче – кăçал суд умĕнче виççĕн явап тытнă.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика