Пичетлесе пĕтернĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.12.2018, 15:23 Просмотров: 368

Чăвашстат пиллĕкмĕш томăн иккĕмĕш кĕнекине пичетлесе кăларнă. «Çырав объекчĕсене выльăх-чĕрлĕх шучĕпе ушкăнласси» сборникре даннăйсене ял хуçалăх организацийĕсем, фермер хуçалăхĕсем тата уйрăм çынсен хуçалăхĕсем тăрăх кĕртнĕ. Район тата хула округĕсен сведенийĕсене уйăрса кăтартнă.

2016 çулхи çырав тĕлне республикăри мĕнпур категориллĕ хуçалăхра майракаллă шултра выльăх шучĕ 197,4 пин пуçпа танлашнă. Вăл шутран ĕнесем – 88,3 пин. Çавăн пекех пĕтĕмĕшле 175,5 пин пуç сысна, 201,6 пин сурăх-качака, 5471,9 пин пуç кайăк-кĕшĕк усрани паллă.

Пĕр ял хуçалăх организацине вăтамран мăйракаллă шултра выльăх 409 пуç (Раççейĕпе – 785), 161 ĕне (330), 2,8 пин сысна (10,6 пин) тивет.

Хресчен (фермер) хуçалăхĕсене тата уйрăм предпринимательсене илес пулсан, пĕр хуçалăха лекекен вăтам цифрăсем çакăн пек: мăйракаллă шултра выльăх 2 пуç (Раççейĕпе – 62), 15 ĕне (32), 52 сысна (61), 59 сурăх-качака (461). Уйрăм çынсен хуçалăхĕнче: мăйракаллă шултра выльăх 2 пуç (Раççейĕпе – 5), 1 ĕне (2), 2 сысна (4), 5 сурăх-качака (461), 2 сысна (4), 17 чăх-чĕп (26).

Нумай хуçалăх выльăх-чĕрлĕх тытмасть. Мăйракаллă шултра выльăха 49 проценчĕ, ĕнесене 47, сыснасене 14 проценчĕ çеç ĕрчетет. Фермер хуçалăхĕсенче ку даннăйсем 31, 26, 6 процентпа танлашаççĕ, кил хуçалăхĕсенче – 25, 20, 9 процентпа. Çынсен 43 проценчĕ кайăк-кĕшĕк, 17 проценчĕ сурăх-качака тытать.

Ку кĕнекепе Чăвашстат «2016 çулхи Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕн пĕтĕмлетĕвĕсем» изданисен каларăмĕсене вĕçленĕ. Кашни томĕн электронлă версийĕпе http://chuvash.gks.ru сайтра паллашма пулать.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика