Ыран паянхинчен лайăхрах пулĕ...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.12.2018, 15:24 Просмотров: 362

Республикăра тухса тăракан пĕр хаçатра Канаш енчи фермер çинчен статья вуланăччĕ. Çĕр ĕçченне пусăрăнчăклă кăмăл ярса илнĕ, вăл хăй вăхăтĕнче пурлăх енчен çирĕпленсе юлнисем кăна ура çинче тытăнса тăраççĕ пулĕ, тенĕ. Йывăрлăхсене çĕнтереймесĕр вăл фермер пулма пăрахнă.

Çак хресченĕн Уйкас Кипекри Надежда Алексеевнăпа Виталий Георгиевич Яковлевсенчен тĕслĕх илмелли пурах. Пурнăçри хурапа шурă çичĕ хут тар кăларттарнă пулсан та вĕсем самантлăха та пуç усман.

– Пирĕн пурлăх никĕсĕ пулман. Тинке тухиччен ĕçлесе фермер хуçалăхне чăмăртама вăй çитертĕмĕр, – пĕлтерчĕ Виталий Яковлев фермерăн мăшăрĕ Надежда Алексеевна. – Паллах, пире çемье фермине çĕклеме гранта тивĕçни самаях пулăшрĕ.

Яковлевсем мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕхе 113 пуçа çитернĕ, пĕлтĕр çак тапхăрта 98 пуç пулнă. Надежда Алексеевна кашни кун ирхи 3 сехет тĕлне дояркăсемпе пĕрле сĕт-çу фермине васкать. Ĕçченсем 72 ĕне сăваççĕ.

Шурă ылтăн – тупăш çăлкуçĕ. Анчах та сĕтшĕн нухратне сахал тÿлени Яковлевсене тивĕçтермест. Çунтармалли-сĕрмелли материалсен хакĕ ав кĕçех 50 тенке те çитет. Фермерăн вара ĕç укçине те вăхăтра тÿлемелле, мехпарка пуянлатмалла...

– Пĕр техники миллион тенкĕ, тепри те – миллион, – пăшăрханчĕ Надежда Алексеевна. – Ирĕксĕрех кредит ресурсĕсене явăçтарма тивет.

Фермерăн мăшăрĕ вăхăтăн-вăхăтăн хаш сывласа илкелет, анчах та пусăрăнчăк кăмăл-туйăма хăвăртрах сирме тăрăшать.

– Ыранхи кун паянхинчен лайăхрах пулĕ тесе шанатпăр. Çавăнпа та чун хавалне çухатмастпăр.

Ÿркенмен ăста пулнă. Надежда Алексеевнăпа Виталий Георгиевичăн час-часах пуçаруллă утăмсем тума лекет. Акă, сăмахран, вĕсем ĕне чĕрнине касмалли оборудование иккĕшех маçтăрлама пултарнă. Çапла майпа 100 пин тенкĕ перекетленĕ.

Улми йывăççинчен аякка ÿкмест теççĕ. Надежда Яковлеван ашшĕпе амăшĕ уй-хирте, фермăра ĕçлесе ыр ята çĕнсе илнĕскерсем, хĕрне çапла ăс панă: «Çуралнă тăрăхрах вăй хума тăрăш, аçу-аннÿн ани-çаранне нихăçан та ан ман».

Надежда хăйне çут тĕнче парнеленĕ çынсем каланине асра тытса тĕнче тăрăх ырлăх-телей шыраса çÿрес темен, тăван енчех тĕпленнĕ. Мăшăрĕпе пĕрле фермер хуçалăхне 2006 çулта йĕркеленĕ. Паллах, унччен те малтан вĕсем выльăх тытнă: сысна ĕрчетессипе тимленĕ. Çурасем валли сĕт-турăх пултăр тесе ĕнесем те усранă. Икĕ ывăлĕпе хĕрĕ те ĕç хастарĕсем. Ашшĕпе амăшне выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарма пулăшаççĕ.

– Надежда Алексеевнăпа Виталий Георгиевич хресчен чунĕллĕ çынсем, – терĕ фермер патĕнче тăрăшакан Валерий Павлов механизатор. – Вĕсем виçесĕр тÿсĕмлĕх кăтартаççĕ, малашлăх çутă пуласса шанаççĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика