Тава тивĕçнĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.12.2018, 10:17 Просмотров: 303

«Терроризм хăрушлăхне хирĕç тăрасси – çĕршыв шайĕнчи пĕрремĕшле тĕллев», – палăртнă Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев терроризма хирĕç кĕрешессипе тимлекен комиссин тунтикун иртнĕ ларăвĕнче.

Вăл республикăра терроризмăн усал пулăмĕсене асăрхаттарассипе профилактика ĕçне ÿсĕмлĕ йĕркеленине каланă. Раççей Федерацийĕнче терроризм идеологине хирĕç тăрассипе 2013– 2018 çулсем валли йышăннă Комплекслă план пурнăçа кĕрсе пырать. Ĕç тăвакан влаç органĕсенче пĕрмаях ĕçлекен ушкăнсем туса хунă, муниципалитетсенче – комиссисем. Террорла киревсĕрлĕхсем тума пултаракан объектсен, транспорт инфраструктурин объекчĕсен хÿтĕлевне çирĕплетессипе хушма мерăсем йышăнаççĕ. 2018 çулта, акă, обществăлла хăрушсăрлăха тивĕçтерме бюджетран 211 миллион ытла тенкĕ уйăрнă, унчченхи çулхинчен 13 хут ытларах. Унтан вĕрентÿ сферине кăна 130, 6 миллион тенкĕ пăхса хăварнă, 43 миллион тенкĕ енне – районсемпе хуласен администрацийĕсене.

Михаил Игнатьев терроризма хирĕç кĕрешессипе тимлекен комиссисен членĕсене çывхарса килекен Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсене хăрушсăр ирттерме тивĕçлĕ хатĕрленме хушнă. Çынсем йышлă пухăннипе иртекен мероприятисем хăрушсăрлăха вăйлатмалли хушма мерăсене пурнăçа кĕртме хистеççĕ.

Терроризма хирĕçле Наци комитечĕн аппарачĕ те Чăваш ен Комиссийĕ профилактика енĕпе пахалăхлă ĕçленине палăртнă. Лайăх кăтартура кашнин тÿпи пуррине пĕлтерсе Михаил Игнатьев вырăнсенчи комиссисене пĕрле хастар тимленĕшĕн тав тунă. Регион Пуçлăхĕ муниципалитетсенчи комиссисен уйрăмах яваплă ĕçпе палăрнă членĕсене те чысланă. Хисепе тивĕçнисен йышĕнче хамăр район представителĕ те пур. Район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Алина Богатова Чăваш ен Пуçлăхĕн Тавне тивĕçнĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика