Пĕрешкел – тĕрĕс мар

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.01.2019, 09:53 Просмотров: 316

Çÿп-çап пухмалли çĕнĕ йĕрке шутласа кăларчĕç. Хуларисен те, ялтисен те кашни уйăхра пĕр хак тÿлемелле тесе йышăннă. Анчах çемçе пукан çинче ларакан депутатсем ял çыннин пурнăçĕ еплерех йывăррине ăнланаççĕ-ши;

Ноябрьте, акă, никам та çÿп-çап пухса паман, ăна илме машина та килмен. Квитанцисем вара вăхăтра килсе выртрĕç, икĕ уйăхшăн тÿлемелле тесе çырнă унта. Унсăрăн пин е икĕ пин тенкĕ штраф тÿлеттерессипе хăратаççĕ халăха Шупашкарти «Экоцентртан». РФ Экологи министрĕ Дмитрий Кобылкин, акă, «халăха ун пек хăратни тĕрĕс мар, малтан пĕтĕмпех йĕркеллĕ ăнлантармалла», тет.

Пирĕн районта çакăн пек ăнланман ыйтусемпе пырса калаçма ăçта каймалла-ши; Кам-ши вĕсене хуравлаканĕ;

Эпĕ пĕччен пурăнатăп. Декабрьте пĕр 2 кг çÿп-çап пухăнчĕ-ши; Выльăх усрама ватăлтăм. Çĕрулмипе ытти пахчаçимĕç хупписене навус купи çине пăрахатăп, хутсене çунтаратăп. Тимĕр-тăмăрне çулла пуçтарса çÿрекенсене парса яратпăр. Çемьеллисем те пахчаçимĕç юлашкийĕсене кăларса ывăтмаççĕ, выльăх-чĕрлĕхе параççĕ. Хулари çынсем çаксене чăнах та контейнерсене тултараççĕ ĕнтĕ. Апла мĕншĕн ялтисене те, хуларисене те пĕрешкел тÿлеттермелле;

Çĕнĕ йĕрке ял халăхне пачах та килĕшмест, пурне те шутлаттарать. Пуçлăхсене ăна çĕнĕрен пăхса тухма, ялти çынсемшĕн урăх хак палăртма ыйтатпăр.

Нина ПАРАМОНОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика