Йывăрлăх пиçĕхтерчĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.01.2019, 09:53 Просмотров: 659

Акă, сакăрвун иккĕмĕш Çĕнĕ çула кĕтсе илтĕм. Ылханлă вăрçă тапхăрĕнче тата хыççăн выçăллă-тутăллă пурнăçа курнăскер, йывăрлăхпа асапланнăскер, çак çула çитессе ĕмĕтленмен те. Ура çине тăрса салтака юрăхлă пулма, аслă пĕлÿ илме, çемье çавăрса виçĕ ачана пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларма тата мăшăрăмпа утмăл çул юнашар шăкăл-шăкăл утма кам вăй-хăват панă-ши мана;

Мăньял Хапăсра эпир, пĕр çулта çуралнисем, 53-ĕн ÿссе çитĕнтĕмĕр. Пирĕн телейлĕ ачалăха хăрушă вăрçă туртса илчĕ. Паян тантăшсенчен 15-ĕн кăна тăрса юлтăмăр.

Вăрăм пурнăç утса тухнăран аса илмелли самантсем çителĕклех. Акă, 107 çула çитсе çĕре кĕнĕ Йăкăнат мучи сăнарĕ халĕ те асăмрах. Шап-шурă сухаллă таса çи-пуçлă Йăкăнат мучипе хăй пекех ырă та сăпайлă мăшăрĕ мана сĕтел хушшине лартса тутлă апатпа хăналатчĕç те касу пăхма яратчĕç. Ачалăхра ирхи ыйхă тем пек тутлă пулсан та анне хĕвелпе пĕрлех вăрататчĕ. Ара, çитмен пурнăçа пула çăкăр чĕллишĕн пĕчĕклех ĕçе кÿлĕнме лекнĕ. Касуран таврăнсан апатлантарнă хыççăн Йăкăнат мучи ывăç тупанĕ çине 5 пус хурса паратчĕ, тав сăмахĕ каласа киле ăсататчĕ. Вĕсен килĕнчи стена çинче ывăлĕн – Никандр морякăн – сăнÿкерчĕкĕ халĕ те куç умĕнчех. Шел, вăрçăран таврăнайман вăл. Тепĕр ывăлĕ – Унька пичи – вăрçăран инвалид пулса таврăннăскер, костыльсемпе çÿретчĕ. Вăл колхозра склад заведующийĕнче, унтан сутуçăра ĕçленине астăватăп.

Хулсăр Павăл, Хулсăр Миттан, Хулсăр Петĕр, Хулсăр Йăван, Хулсăр Хĕветĕр – вăрçă паттăрĕсем. Паянхи çамрăксем, паллах, вĕсене курман, пĕлмеççĕ те. Çак паттăрсем йывăр аманса таврăннă пулин те вăрçа пула юхăннă хуçалăха ура çине тăратассишĕн сахал мар тăрăшнă. Фронтовиксем пире те тупăшлă ĕçлеме вĕрентнĕ.

Вăрçă хыççăн та ял çынни вутă-шанкă çитменнипе нуша курнă. Аслаттен шăллĕ, виçĕ вăрçă участникĕ Семен Гаврилович Кожанов бригадирта ĕçлетчĕ. Виçĕ хутчен кайса макăрнă хыççăн тин вăл мана лашапа урапа çирĕплетсе пачĕ. Навус çинче тухакан çĕрĕк хăма татăккисене киле илсе килнĕччĕ. Ун чухне вăрмантан курак çаппи те илме чарнă. Ура çине тăрсан тин вутă-шанкă ыйтăвĕ татăлчĕ. Пурнăçра эпĕ 300 ытла кубла метр вăрман кăларнă, икĕ хутчен кил-çурт çавăрма тиврĕ. Федор Семенович Кошмаров, Петр Николаевич Николаев, Роберт Алексеевич Ванин тата ытти вăрман хуçисене паян кун та ырăпа асăнатăп.

Иртнĕ вăхăта аса илетĕп те, паянхи пурнăç ÿркенмен çыншăн çăтмахри пекех. Акă, хама илес-тĕк, вăтам шкула вĕренме кайма кĕнекесем туянмаллаччĕ, анчах укçа çукки хуплать. Çавна пулах алла пуртă тытса вунулттăрах платник ĕçне вĕренме тиврĕ. Салтака кайиччен 16 пÿрт тунă, темĕн чухлĕ хăма çурнă, мунча-хапха çĕклесе хута янă. Эпĕ тума пĕлмен ĕç юлман тесен те йăнăш пулас çук.

Паянхи çынсене пуянлăхпа укçа чирĕ асаплантарать. Пурте ĕçлемесĕрех, тар тăкмасăрах пуясшăн, укçаллă пуласшăн.

Эпир ÿснĕ вăхăт тата телейлĕрех пулмаллаччĕ. Пысăк пуçлăхсем шутлама пĕлменни пĕтерчĕ. Çынсене çуршар гектар çĕр валеçсе панă, çамрăк çемьесене уйрăлса тухма çĕр лаптăкĕпе тивĕçтернĕ пулсан, колхоз-совхозсем паян та упранмаллаччĕ. Халĕ ял çыннисенчен хăшпĕрисем ĕçсĕр сулланса çÿреççĕ, лавкка умĕнче теприсенчен укçа ыйтса тăраççĕ. Пуçлăхсем хăйсене капашсăр мăнна хуни, халăхпа ĕç ыйтăвĕсене татса пама пĕлменни аркатать çĕршыва. Пытарма кирлĕ мар, ялта пурнăç сÿнсе пырать. Ĕçсĕр аптранипе хăшпĕрисем шыçăнчĕç, пăшлатса кăна утаççĕ, куçĕсем эрех-сăра стаканĕ енне кăна пăхаççĕ.

Эпир пурăнса ирттернĕ ĕнтĕ. Анчах çамрăксене пуласлăхра мĕнле шăпа кĕтет-ши; Çакă мана хытах шутлаттарать.

Василий КОЖАНОВ,

пенсионер.

Мăньял Хапăс.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика