Армути тутиллĕ пурнăç витĕр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.01.2019, 10:27 Просмотров: 332

Çивĕч, хастар, хĕрÿллĕ, çирĕп... – ахăртнех, нумай вĕренекен Зоя Афанасьевна Рекаевана шăпах çакăн пек пĕлет. Çук, ку паха енсем унра халĕ те çухалман. Пурнăçĕнче армути тутиллĕ тапхăр пысăк пулнă пулин те, ырă шанăçлăха çухатман вăл. Калаçнă май, куççульпе вăхăтăн-вăхăтăн çуталакан куçĕсем унри пĕтĕм çирĕплĕхе çухатнине туятăн...

Зоя Афанасьевна Туçи Çармăс ялĕнче çуралнă. Пурнăç йывăр – çемьере тăватă ача. Виççĕре чухне ăна Вăрнарти мăнаккăшĕ – Александра Елизаровна Елизарова – хăй патне пурăнма илсе кайнă.

Хăрушă вăрçă ахаль те çăмăл мар пурнăçа йÿçеклĕхне тата ытларах кĕртнĕ. Ашшĕ çапăçу хирĕнче хыпарсăр çухалнă. «Çак тапхăрта мана мăнакка яла анне патне кайса ячĕ. Аслă аппа колхозра пилĕк аватчĕ. Тепĕр аппана кукамай хăй патне илсе кайнă. Эпир шăллăмпа килте. Тăраниччен çинине астумастăп. Апат вырăнĕнче – курăк, çĕрĕк çĕрулмиччĕ», – аса илет вăл.

Выçлăх кутамкка çактарнă, теççĕ. Зоя Афанасьевна та, çиччĕри ача, çывăх ялсем тăрăх пĕрре мар ыйткаласа çÿренĕ. «Вăрçă вăхăтĕнче эп çитмен ял та юлман пулĕ. Кам пĕр çĕрулми, кам пĕр татăк çăкăр паратчĕ. Хырăм çатăртатса ыратнипе тепĕр чухне чăтаймастăмччĕ – çăткăннăн çисе яраттăм. Анне, паллах, вăрçатчĕ. Килте шăллăм выçăпа шыçса кайнă...», – кĕтмен куççуль пăчăртанать куçĕнче.

– Хальхи пурнăçра çын тăрăх ыйткаласа çÿреймĕн. Е сана çапса пăрахаççĕ, е хăртса пĕтереççĕ. Ун чухне пурин те тенĕ пек пĕрешкел пурнăç пулнă та, ăнланнă, пĕр татăка та çурмалла пайланă, – шухăшлăн калаçать вăл.

Вăрçă вĕçленсен вуннăри Зоя Афанасьевнана мăнаккăшĕ каллех хăй патне илнĕ. Ун пĕчĕк ачине, выльăх-чĕрлĕхне пăхнă вăл. Пулăшу çухаласран хăранă пулинех – мăнаккăшĕ хĕрачана шкула тÿрех ярасшăн пулман.

– Темĕнле йывăр пулсан та эп пĕчĕкренех учитель пулма ĕмĕтленеттĕм. Выçăлла пурăннă, нимĕн те çименнипе тепĕр чух тăн та çухатса ÿкеттĕм пулин те 7-мĕш класс хыççăн Арзамасри педучилищĕне пĕтертĕмех, – тет вăл.

Диплом илнĕ хыççăн вунă çул Вăрнарти 2-мĕш шкулта кĕçĕн классене вĕрентнĕ. Куçăмсăр майпа Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вырăс чĕлхипе литературин учителĕн специальноçне алла илнĕ.

Хастар та правур çамрăка каçхи шкул директорне çирĕплетнĕ. «500-е яхăн çын вĕренетчĕ. 40-рен аслăраххисем те пулнă. Пурте пĕлÿ илес тесе тăрăшатчĕç», – аса илет вăл.

Хыççăн вунă çул Зоя Афанасьевна Вăрнарти 1-мĕш шкулта завучра тăрăшнă. Ертсе пырас ĕçри пултарулăхне кура райкомра ăна поселокри 2-мĕш шкула йышăнма ÿкĕтленĕ. Ку вăхăтра шкул пысăк йывăрлăха путнă. Зоя Афанасьевнан профессионализмĕ вĕренÿ учрежденине аталану çулĕ çине тăратнă, вăл районта малтисен йышне кĕнĕ. Коллектива пур çĕрте те ырланă, грамотăсемпе хавхалантарнă. Вĕренекенсем те, вĕрентекенсем те районти çеç мар, республикăри конкурссенче те час-часах палăрнă.

Вунă çултан вăл ыйтсах директортан тухнă, хăйĕн кăмăлне учитель ĕçĕнче тупнă. Йĕркелĕхе çирĕп тытнине кура ăна çуллахи вăхăтра çулленех пионерсен лагерĕн пуçлăхне çирĕплетнĕ.

Мĕн çамрăкран спортпа туслă пулнă. Çăмăл атлетикăра, волейболра, ишессипе çитĕнÿсем тунă. Байдаркăпа кĕсменçĕсен ăмăртăвĕнче республикăра 2-мĕш вырăн йышăннă. Пăшалтан тĕл перессипе ăна тепĕр чух арçынсем те çитеймен.

Тĕрĕслĕхе мала хуракан çын. Лару-тăрăва уçăмлатмасăр нихăçан та тăрук утăмсем туман, коллективăн, ачасен кăмăлне çапса хуçман. Вĕренекенсем ахальтен мар ĕнтĕ ун пирки: «Хаяр, анчах ырă», – тенĕ.

Зоя Афанасьевнапа мăшăрĕ, Александр Николаевич Рекаев, ĕмĕрĕпех Вăрнарти хими заводĕнче тăрăшнăскер, пĕр ывăл пăхса çитĕнтернĕ. «Халĕ ман чи çывăх çынсенчен пĕр мăнукпа пĕр кĕçĕн мăнук кăна юлчĕç», – тет вăл ассăн сывласа.

Анчах та пурнăçа алă усса ирттермест вăл. Чунĕпе хастар. Уçăлса çÿремесĕр пĕр кун та иртмест. Çутçанталăк илемĕпе киленме юратать. Юрлама ăста, нумай çул районти культура çурчĕ çумĕнчи халăх хорне çÿренĕ. Поселокри ветерансен Канашĕн ĕçне хутшăнать.

Пĕрле ĕçленисем те, халь шкулта тимлекен тусĕсем те манмаççĕ ăна, килсех çÿреççĕ, шăнкăравласа, сывлăхĕпе кăсăклансах тăраççĕ.

– Халь пурăнма лайăх. Ĕçлемен, кахал çын кăна пурнăçа ÿпкелеме хăю çитерет. Çакна эпир, вăрçă ачисем, пуринчен ытла лайăх пĕлетпĕр. Турăпа пĕрле пурăнмалла. Хам эп çÿлти хăвата ăна хирĕçле саманара та чĕререн кăларман. Ырă ĕçпе ытларах палăрмалла, – терĕ пĕтĕмлетÿллĕн Зоя Афанасьевна.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика