Анлăн пурнăçа кĕрет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.01.2019, 10:28 Просмотров: 267

Юридици пулăшăвĕпе тивĕçтерни – йывăрлăхри çынсене социаллă хÿтлĕх кÿмелли мелсенчен пĕри.

Республика саккунĕнче çирĕплетнĕ тăрăх, ку программăна хутшăнакансем – ĕç тăвакан влаç органĕсем тата вĕсене пăхăнакан учрежденисем, Чăваш ен Ĕç министерствин «Социаллă пулăшу мерисемпе тивĕçтерекен центр» учрежденийĕ, адвокатсем, нотариуссем.

– Саккун вăя кĕнĕренпе тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕпе 277 пин ытла çын усă курнă. Федераллă шайра çакăн пек пулăшăва илме граждансен 27 ушкăнĕн право пур, республикăра – 41 категорин.

Халăхра право пĕлĕвне анлăрах сарас, уйрăмах ялта пурăнакансене пулăшу пирки ăнлантарас тĕллевпе «Юристсем – халăха» проект та пурнăçа кĕрет. Ун майĕпе пурнăçра чи кирлĕ, çивĕч ыйтусемпе право пулăшăвне мĕнле майпа тивĕçмеллине пĕлтереççĕ. Проект йĕркипе пĕлтĕр 2 пин енне çын пулăшу илмелли правăпа усă курнă, – пĕлтерет Чăваш ен Юстици министерствин специалисчĕ Денис Жаров.

Уйăхсеренех, кашни иккĕмĕш кĕçнерникун, тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ парас ыйтусемпе йышăнмалли кун ирттересси те йăлана кĕнĕ.

Тÿлевсĕр юридици пулăшăвне тивĕçме камăн право пур, ăна мĕнле ыйтусемпе кÿреççĕ, хăш документсене пухмалла, адвокатсен списокĕ – çак тата ытти информацие Юстици министерствин тата Адвокат палатин сайчĕсенче тупма пулать. Çыхăнмалли телефонсем: 64-20-70 (Юстици министерстви), 22-66-63 (Адвокат палати).

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика