Манăçми Илепер

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.01.2019, 10:30 Просмотров: 338

Илепер тесен, Вăрнар – Нурăс таврашĕнче ăна палламан çын пулман. Виçĕ-тăватă кĕнеки тăрăх кăна мар, хăйне куçăн курнăран, вăл пĕрмай халăх хушшинче пулнăран лайăх пĕлнĕ. Хаçатра нумай çул ĕçленĕрен, унăн кунĕн-çĕрĕн такампа та тĕл пулма тивнĕ.

Колхоз-совхозăн пуçаруллă, пултаруллă, хăйне май талантлă специалисчĕпе хăй пек зоотехниксем те, агрономсем те, производствăн сухаллă аксакалĕсем те канашланă.

Унăн сăввисене Вăрнарта, Шупашкарта Петĕр Хусанкай, Ухсай Яккăвĕ, Стихван Шавли, Аркадий Лукин, Юрий Сементер, Хветĕр Агивер, Ваçлей Давыдов-Анатри хăйсен аллине илсе, çумăн тăрса тишкернĕ, журналсенче пичетлемешкĕн сĕннĕ. Авторĕпе пĕрле вырăсла куçарнисене Виктор Широков, Юрий Щербак Пĕтĕм Союзри «Литературная газета» хаçатра пичетлерĕç. Кĕркури ачаран Петĕр Ялкирпе çывăх туслашнă, ăна поэзи пахчине илĕртсе кĕрекенĕ Петр Алексеевич пулнă. Григорий Михайлович, ку юлташĕ пекех, Вăрнар хăнисене – писательсемпе журналистсене яланах хапăлччĕ. Пĕррехинче Валентин Урдаша виçĕ кун хушши район тăрăх çавăртса çÿрерĕ.

Кĕркури Илепере, хăй сăввинче çырнă пекех, Пурăнăç лаши теттĕмĕр. Унăн колхоз-совхоз производствинчи ÿсĕмĕсем-çитĕнĕвĕсем çинчен каласа та пĕтереес çук. Питĕ-питĕ фермăсен ĕçченĕсене хавхалантарма пĕлетчĕ. Вĕсене чи йывăр кунсенче те пулăшмашкăн майсем тупатчĕ. Нумай çул хушши «Республикăн тава тивĕçлĕ зоотехникĕ» ятпа тăрăшрĕ, хисеплесе-тав туса панă хучĕсем – наградисем питĕ хулăн купаланса кайнăччĕ. Спортри çитĕнĕвĕсене  палăртнисем нумайччĕ: Гриша Михайлов, Кăмашри шкулта, Вăрнарти зооветтехникумра вĕреннĕ çулсенче, ялта, Вăрнарта ĕçленĕ çулсенче инçене чупассипе нумай хутчен чемпион пулнă, ялти физкультурăпа спорта аталантарас тĕлĕшпе тĕслĕх-маяк – чăн-чăн организатор шутланнă.

Таçта та хăйне евĕрлĕ этемччĕ. Чăвашсен ушкăнĕпе Германие çитсе курчĕ. Унтан та сăвăсен ярăмĕпе таврăнчĕ. Делегаци пуçлăхĕ Давыд Федорович Иванов каласа кăтартнăччĕ. Кăштах сыпкаланă Илепер нимĕç хĕрĕпе унăн каччине ытамлакаласа, хăшкăличчен ывăнтарса, çĕрĕпе ташлаттарать. Пĕрехмай чăвашла такмаклать: «Эх, нимĕçсем, мана аттесĕр хăвартăр, халь ак хăвăр чăвашла ташлатăр!..» Кĕç чăвашсен ятлаçмалли пур-çук сăмахĕпе кĕвĕлеме тытăнать. «Гриша, чипер пул», – асăрхаттарать ăна Давыд. Ирпеле нимĕç Кĕркурие асĕнче темшĕн уйрăм çивĕч картăнса юлнă уçă сасăсемлĕ чăваш сăмахĕпе ытамласа кĕтсе илет. «Нихт!» – тет Илепер, нимĕç çăварне хупласа: «Ку сăмаха хĕре е хĕрарăма нихăçан та ан кала!..» Нимĕç тусĕпе хĕрне пиллесе çырнă сăввисене «Тупа» кĕнекинче пичетленĕччĕ.

«Эп хулара пурăнаяс çук, эп – хура çĕр чунĕ», – тетчĕ поэт.

Çĕр чĕлхеллĕ те çĕр куçлă,

Çĕр сывлать те çĕнелет.

Çĕр хăех салтак, хăй пуçлăх,

Çĕр вăл – çăкăр çитерет.

Сăвви-юррисем («Униче», «Телей», «Тупа» кĕнекисем, ыттисем), пĕтĕмĕшпе илсен, тăван çĕре-шыва, пархатарлă ĕçе, пурнăç çыннине хаклама чĕнекен халалсем. Кĕнекисенче мана пилленисем те пур. Унăн вилтăприйĕ умĕнче каланă сăввăм «Тăван Атăл» журналта пичетленнĕччĕ. Пĕрле ĕçленисем, астунисем, поэта, паллах, манмастпăр.

Михаил ВАСИЛЬЕВ. 

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика