Лару-тăру улшăнмалла

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.02.2019, 09:03 Просмотров: 406

«Шыв-шур объекчĕсене каяш шывсемпе варалани – республикăн экологи хăрушсăрлăхĕн чи çивĕч ыйтăвĕсенчен пĕри. Саккуна уяман тĕслĕхсем шутĕнче: таса мар япаласене кăларса яма ятарлă документ çукки е вĕсене нормативпа палăртнинчен ытларах кăларни, шыв-шур объекчĕсемпе хăй ирĕккĕн усă курни.

Юлашки виçĕ çулхи кăтартусемпе, юханшывсемпе кÿлĕсене, пĕвесене кăларса янă шывăн пĕтĕм калăпăшĕнче таса мар шывсен пайĕ 35,3 процент йышăнать. Çакă тасатакан сооруженисем кивелсе юрăхсăра тухса пынипе сăлтавланать», – ăнлантарать çутçанталăка сыхлассипе тимлекен районсем хушшинчи прокуратура.

Лару-тăрăва çитес çулсенче лайăх енне улăштарасшăн – ку тĕлĕшпе «Атăла сиплесси» регион проекчĕ пулăшма кирлĕ. Прокуратура пĕлтернĕ тăрăх, сăмахран, çак сферăри саккуна туллин пăхăнманнипе çыхăннă тĕслĕхсене Шупашкар хулин ЖКХ ыйтăвĕсемпе тата хăтлăх кĕртессипе тимлекен управленийĕн, Çĕмĕрлери «Водоканал» тата ытти учрежденисен ĕçĕ-хĕлĕнче тупнă. Тĕрĕслевсем чылай хулапа районта иртнĕ.

И.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика