ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! До 1 апреля действует льготная подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Тыл ĕçченне саламларĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.02.2019 09:05 Просмотров: 47

Оборонăпа массăллă тата спорт ĕçĕн уйăхлăхĕ йĕркипе Аçăмçырминчи вăтам шкулта тĕрлĕ мероприятисем ирттерме палăртнă: ăмăртусем, конкурссем, тĕлпулусем, класс сехечĕсем тата ытти те.

«Хăрушсăр кустăрма» кружок ертÿçи Владимир Георгиевич Петров пуçарнипе, акă, 5-мĕш класра вĕренекенсем Аçăмçырминче пурăнакан тыл ĕçченĕ Ольга Африкановна Африканова патĕнче пулнă, ăна 95 çулхи юбилейпе саламланă.

Ольга Африкановна Юпшик Ялтăрара çуралнă. Çемьери ултă ачаран чи асли. Тăватă класс таран кăна вĕренме тÿр килнĕ. Ашшĕ-амăшĕ колхозра вăй хунă вăхăтра йăмăк-шăллĕсене пăхнă. Колхоз ĕçне хăй те вунвиççĕрех кÿлĕннĕ. Лашапа çÿренĕ.

Шкул ачисене ун пурнăçĕнчи пĕр истори тыткăнланă. Пĕррехинче Ольга Африкановна çула кĕскетес тесе тÿрĕрен пысăках мар пĕве урлă каçма шут тытнă. Тĕттĕмленет, инçех мар кашкăрсем улани илтĕннĕ. Анчах та лаша ниепле те сивĕ шыва кĕмен. Хĕрача ăна тилхепинчен ярса тытнă та хăй хыççăн шыва çавăртса кĕнĕ. Пилĕк таран шывра утнă вăл. Ноябрь вĕçĕ, йĕпе тумтир çийĕнчех шăнма тытăннă. Лав çинчи хĕрарăмпа ачана тĕрĕс-тĕкелех каçарнă вăл, хăй вара шăнса чирленĕ.

«Тракторсемпе груз турттаракан машинăсем килсен тин ĕç çăмăлланчĕ. Çĕнĕ транспорт уйрăмах арçын ачасене илĕртетчĕ, вĕсем прицепран çакланса ярăнма тăрăшатчĕç. Хăраман та. Уçă прицеп çинче ларса çÿренипе ачасемпе аслисем аманнă тĕслĕхсем те пулнă», – аса илет Ольга Африкановна.

Вĕренекенсем хăйсем кĕçĕн класранах «Хăрушсăр кустăрма» кружока çÿренине, унта çул-йĕр правилисене вĕреннине каласа кăтартрĕç. Халĕ ачасем прицепсем çинчен çакăнманнине, çакă хăрушă пулнине пĕлнине ăнлантарчĕç.

ЮИДовецсем Ольга Африкановнана светоотражатель парнелерĕç, вăл мĕн тума кирлине уçса пачĕç. Ватă çак пĕчĕк япала та пурнăçа çăлма пултарнинчен тĕлĕнчĕ, хăй патне ачасем килнишĕн чунтан савăнчĕ.

И.БЕЛОВА,

директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ