Кăтартусене пĕтĕмлетнĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.02.2019, 09:59 Просмотров: 314

Юнкун район администрацийĕнче наркотиксене хирĕç кĕрешессипе тимлекен комиссин пĕлтĕрхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетекен ларăвĕ иртнĕ. Унта полицин «Вурнарский» пайĕн, район прокуратурин представителĕсем, хула-ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем, ыттисем хутшăннă.

2018 çулхи кăтартусемпе, наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕпе çыхăннă лару-тăрупа администраци ĕçĕсене йĕркелесе пыраканĕ – йĕркелÿ, кадрсен тата юридици службин пуçлăхĕ Светлана Войтенко паллаштарнă. Вăл палăртнă тăрăх, пĕлтĕр комисси 21 ыйтăва тишкернĕ, пĕтĕмпе 6 лару иртнĕ. Наркотиксен сиенне ăнлантаракан, ку усал пулăмпа кĕрешес тĕллевлĕ 237 мероприятие 8056 çынна явăçтарнă.

Раççей ШĔМ-ĕн «Вурнарский» пайĕн полици пуçлăхĕн заместителĕ Андрей Сорокин наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕн сферинчи киревсĕр ĕçсен статистикине илсе кăтартнă. Районта вĕсене пĕлтĕр 9 тĕслĕх шута илнĕ. Çичĕ çынна наркотиклă япаласене упранăшăн, пĕрне сутнăшăн тытса чарнă. Андрей Сорокин палăртнă тăрăх, районти наркăмăша иленнĕ çынсем, тĕпрен илсен, – 35 çулчченхи çамрăксем. Полици сотрудникĕсен хушăвĕпе тĕрĕслев ирттернĕ 41 çынран, акă, 23-шĕ наркотиксен витĕмĕнче пулни тухнă. Вĕсене административлă явап тыттарнă.

Районти комисси наркопреступноçĕн хальхи вăхăтра тĕл пулакан çĕнĕ мелĕсемпе кĕрешмелли мерăсене те сÿтсе явнă. Полици енчен, акă, Интернет сечĕ те кулленхи тĕрĕслевре, кунта наркотиксене сарнă тĕслĕхсене палăртассипе те тимлеççĕ. Комисси çавăн пекех хула-ял поселенийĕсенче наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕпе çыхăннă киревсĕрлĕхсене асăрхаттарассипе те сĕнÿсем панă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика