Депутат баскетбола аталантарасшăн

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.02.2019, 15:19 Просмотров: 529

Депутатсен район Пухăвĕн депутачĕ Рифкат Киметов чылай спорт тĕсне аталантарассине тÿпе хывать: ирĕклĕ кĕрешÿ, хоккей енĕпе. Баскетбол тĕсне те ытларах çамрăка явăçтарасшăн вăл. Ку енĕпе кăçал ун парнисемшĕн, акă, турнир 10-мĕш хут иртнĕ.

Юбилейлă ăмăртăва ултă команда – Хапăсри, Калининăри, Вăрнарти 1-мĕшпе 2-мĕш шкулсен, çавăн пекех Вăрнарти 1-мĕшпе 2-мĕш шкулсен выпускникĕсен командисем – хутшăннă.

Хĕрÿ тупăшура Вăрнарти 1-мĕш шкултан тĕрлĕ çулсенче вĕренсе тухнисем вăйлăрах пулнă. Командăна Дмитрий Паймулкин, Роман Шалин, Камиль Киметов, Дмитрий Трофимов, Владимир Яковлев, Василий Кокин, Егор Буданов, Олег Чернов, Александр Марков, Вячеслав Леонтьев пĕрлешнĕ.

Вăрнарти 2-мĕш шкул выпускникĕсем 2-мĕш вырăн йышăннă. Пĕлтĕрхи çĕнтерÿçĕсем – Хапăс шкулĕн команди – 3-мĕш вырăнта.

Çавăн пекех турнирăн чи лайăх вылявçисене те палăртнă. «Вăййа чи лайăх хĕрÿлĕх кĕртекенĕ» – Владимир Яковлев, «Чи лайăх хÿтĕлевçĕ» – Дмитрий Паймулкин, «Центрти чи лайăх вылявçă» – Роман Шалин, «Чи аслă вăйăç» – Дмитрий Трофимов, «Чи çамрăк вăйăç» – Владислав Васильев, «Чи лайăх бомбардир» – Дмитрий Ергаев.

«Çĕнтерÿçĕсем выпускниксен каçĕнче кубока тăван 1-мĕш шкула парнелерĕç», – пĕлтерчĕ турнир йĕркелÿçи Рифкат Шамдинович Киметов.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика