Вăрнар йĕлтĕрçисем – çĕнтерÿçĕсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.02.2019, 15:19 Просмотров: 307

Канмалли кунсенче Шупашкарти биатлон центрĕнче йĕлтĕр чупăвĕ енĕпе Чăваш ен чемпионачĕпе первенстви иртнĕ. Вăрнар районĕн пилĕк спортсменĕ Чăваш енĕн пĕрлештернĕ команди йышĕпе республика тулашĕнче ăмăртнă пулин те, пирĕн команда япăх мар кăтартусемпе палăрнă.

3 километрлă дистанцире акă ирĕклĕ чупура Галина Тикинева ылтăн медаль çĕнсе илнĕ, Карина Федорова виççĕмĕш пулнă. Классика стилĕнче вĕсем иккĕшĕ те тăваттăмĕш вырăн йышăннă.

Владимир Скворцов 10 километра виççĕмĕш чупса тухнă. Юрий Сергеев çав кун ирхине кăна Ижевскра иртнĕ ăмăртуран таврăннă, виçĕ сехет кăна çывăрнă пулин те лайăх результатпа савăнтарнă. Ку дистанцире вăл 2-мĕш вырăн йышăннă.

Çавăн пекех Эльвира Чугунова, Василий Иванов республикăри чи вăйлă вунă спортсмен йышне кĕнĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика