ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Успей подписаться! Идет подписка на районную газету "Путь победы". В почтовых отделениях стоимость подписки составляет 462 руб. 36 коп. В редакции газеты - 270 руб."

Асăрхаттармалли тĕп мел – вакцинаци

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.02.2019 15:21 Просмотров: 55

Пĕтĕм Раççейри пекех республикăра та гриппа тата респираторлă вируслă инфекцисемпе чирлекенсен шучĕ ÿсрĕ. Ку чирсемпе аптă-расан тĕрĕс мĕнле сип-ленмелле, вĕсенчен мĕн-ле сыхланмалла – тĕп ху-ла больницин медицина профилактикин уйрăмĕн заведующийĕ Наталия Анатольевна Григорьева каласа парать.

– Наталия Анатольевна, ăнлантарăр-ха, грипп тата вируслă инфекцисем мĕнле майпа куçаççĕ? Ытти респираторлă чирсенчен грипа мĕнле уйăрса илмелле?

– Инфекци çăлкуçĕ – чирлĕ çын. Вирус организма лекнĕ хыççăн чирĕн пĕрремĕш паллисем сисĕниччен 12–48 сехет иртет. Çак тапхăртан ку çын хăй те ыттисене инфекци ертме пултарать. Чир пуçаракан вируссем сывлăшпа куçаççĕ: ÿсĕрнĕ, сунасланă, калаçнă май сăмсаран-пыртан вируслă сĕлеке, сурчăк пайĕсем тухаççĕ. /сĕрнĕ вăхăтра вĕсем 2–3 метра, сунасланă чух 10 метр таран сарăлаççĕ. Вируссен йышланас хăвăртлăхĕ пысăк, çавăнпа вĕсем питĕ хăвăрт сарăлаççĕ тата эпидемисем пуçараççĕ. Чăннипе чирлĕ çынпа хутшăнни те кирлĕ мар – вируслă çынсем пулнă лавккана, транспорта, поликлиника пÿлĕмне кĕни те чир çаклатма çителĕклĕ.

Гриппа ытти респираторлă чирсен паллисем нумай чухне пĕрешкел: ÿт температури ÿсет, вăй çук, сăмса хупланать, ÿслĕк нушалантарать. Анчах грипп самай çивĕчрех, йывăртарах иртет: ÿпке шыççине, вируслă энцефалита, миокардита, гайморита, ыттине куçас хăрушлăх пур.

Грипп ÿт температурине 39–40 градус таран тăрук хăпартать, пуç, куçсем, мышцăсем ыратаççĕ. Пысăк температура 5 кун таран тытăнса тăрать.

Респираторлă ытти чирсем вара тăрук мар, вăрахрах аптăратаççĕ, ÿт температури 38 градус майлă.

– Енчен те чир ерчĕ-тĕк, тĕрĕс епле сипленмелле?

– Чи малтанах тухтăрпа канашламалла. Çын уйрăмах йывăр чирленĕ е чĕре чирĕсем пур-тăк, юн пусăмĕ пысăк пулсан, ăна больницăна вырттармалла. Температура хăпарса кайсан, хăвăра япăх туйсан тухтăра киле чĕнмелле. Чире ура çинче ирттерме юрамасть – вырăнпа выртса сипленсен çын хăвăртрах сывалать.

Пĕрле пурăнакан çынсене вирус ересрен мерăсем йышăнмалла: ÿсĕрнĕ-сунасланă чух сăмсапа çăвара хупламалла, алăсене супăньпе тăтăш çумалла. Кил-çурта çуса тасатни, пÿлĕмсене уçăлтарни пĕлтерĕшлĕ.

Организмран сиенлекен япаласене хăвăртрах кăларма чей, ăшă сĕт, морс ĕçни лайăх.

Температура пысăкланни – организм инфекципе кĕрешнине кăтартакан паллă. Çавăнпа 38 градусран пĕчĕк температурăна чакарма кирлĕ мар. Енчен те 38–38,5 градусран ытларах хăпарсан парацетамолпа усă курмалла – ку препарат хăрушсăртарах.

Тухтăр çырса парсан, вируссене пĕтерекен ятарлă препаратсем ĕçмелле. Антибиотиксемпе тÿрех усă курма сĕнмеççĕ: вĕсем вируссене нимле витĕм те кÿмеççĕ, çав вăхăтрах иммунитет «хуравне» чакараççĕ, аллергие пуçараççĕ. Ан манăр: алкогольлĕ шĕвексемпе, вĕри мунчапа е ваннăпа сипленни питĕ сиенлĕ.

– Гриппа чирлесрен асăрханма май пур-и?

– Грипп профилактикин тĕп мелĕ – вакцинаци. Паянхи вакцинăсем хăрушсăр, грипа асăрхаттарас ĕçре вĕсен витĕмĕ пысăк. Вакцинăпа организма вирусăн антигенĕсен пĕчĕк пайне яраççĕ. Препаратра вирусĕ хăй çук, çавна май вăл вăй илсе чир пуçараймасть. Вакцинаци хыççăн 10–14 кунтан çын организмĕнче вирусран сыхлакан антителасем «çуралаççĕ». Вакцинацин усси вăйлăрах пултăр тесен ăна вăхăтра (эпидеми пулма пултаракан тапхăрччен) ирттермеле, нумайрах çынна хутшăнтармалла.

Çавăн пекех организма çирĕплетни те вируссен çулне пÿлме пулăшать. Пĕрремĕшĕнчен – ÿт-пĕве пиçĕхтерни (контрастлă душ, сывлăш «ваннисем», сивĕ шывпа чÿхенни, çарран çÿрени тата ытти).

Сывă пурнăç йĕркине пăхăнни те пĕлтерĕшлĕ – çакă иммунитета çирĕплетмелли ансат меслет. Физкультурăпа туслă пулмалла, çуран утмалла, йĕлтĕрпе, велосипедпа ярăнмалла. Яланах çанталăка кура тăхăнма тăрăшăр. Синтетика материалтан çĕленĕ тумтир, акă, тарлаттарать, ÿт-пĕве шăнтать. Сивĕре çара пуç, çÿхе атă-пушмакпа, кĕске курткăпа çÿрени те хăвăр организма хур туни кăна.

Хĕллехи вăхăтра белокпа, çусемпе, витаминсемпе пуян апат-çимĕç çимелле. Апата ыхра-сухан, улма-çырла, пахчаçимĕç, йÿçĕтнĕ купăста, аш-пулă, услам çу кĕртĕр – вĕсем чир-чĕртен хÿтĕленме вăй хушаççĕ.  

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ